«Единая Россия» партин малтанхи сасăлав çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:36 Просмотров: 101

Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Единая Россия» партин малтанхи сасăлав çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă. Çакăн пирки вăл МАХ мессенджерĕнчи каналĕнче пĕлтернĕ.

Малтанхи сасăлавра çĕнтерни — çынсен шанăçĕн пысăк авансĕ, пысăк яваплăх. Çĕршывăн чи пысăк политика вăйне, Владимир Владимирович Путин Президент партине тăратасси — пысăк чыс та. Çынсен хастарлăхĕ çак процедурăна шаннине çирĕплетсе парать: Чăваш Енре малтанхи сасăлавра 121 пин çын хутшăннă. Вĕсем республикăшăн пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене татса пама шанма хатĕррисене суйланă. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче промышленность, вĕренÿ, сывлăх сыхлав, ăслăлăх, вырăнти хăй тытăмлăх представителĕсем пур. Пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет — Чăваш Ене аталантарасси, çынсен пурнăç пахалăхне ÿстересси. Çакăн пек системăллă ĕç Халăх программи пулса тăнине палăртнă Олег Николаев.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика