Çуллахи каникул пуçланнă май ачасен сывлăхĕсене çирĕплетме те вăхăт. Кăçал шкулсем çумĕнче 15 лагерь тата пĕр хула çум лагерĕ ĕçлет. Вĕсенче вĕренекенсем кăнтăрлахи вăхăтра пулаççĕ. Кунта çамрăк ăрăвăн кану кунĕсене тулли те усăллă ирттерме пур услови те çителĕклĕ: экскурсисенче пулаççĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ... Пĕрлех тутлă апат та çиеççĕ.
Апат-çимĕç блокĕнче вăй хуракансен сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ, лагерьсен территорисене сăвăссенчен хÿтĕлесе профилактика ĕçĕсене ирттернĕ.
Июль 2026 |
