«Кĕмĕл» волонтерсен центрĕ — хастарсемшĕн кулленхи ĕç вырăнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:39 Просмотров: 79

Аслă ăру çыннисене пĕр-пĕринпе хутшăнма, мероприятисем ирттерме уçнă Патăрьелĕнчи центр уйрăм хастарсемшĕн чăн-чăн ĕç вырăнĕ пулса тăчĕ. Кунта «кĕмĕл» волонтерсем кашни кун тенĕ пекех ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей салтакĕсем валли хÿтĕлев сеткисем çыхма пуçтарăнаççĕ. Центр хăйне евĕр мастерской çеç мар, аслă ăрупа çамрăксене çыхăнтаракан «кĕпер» те шутланать. Çавна май кунта çитĕнекен ăру та пенсионерсемпе пĕрлех сăваплă ĕçе хутшăнать.

— Хальхи вăхăтра тыл пулăшăвĕ пирĕн салтаксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та май пур таран хамăр вăй-халăмăра усă куратпăр,— теççĕ центра çÿрекен хĕрарăмсем пĕр шухăшлăн.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика