Сăввисемпе чунсене тыткăнланă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:40 Просмотров: 74

 

«Çамрăксен хаçачĕ» 2021 çултанпа «Поэзи батлĕ» конкурс йĕркелет. Сăвă калама юратакансем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма çитеççĕ. Вĕсем хушшинче шкул ачисем, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем, тивĕçлĕ канурисем пур.

Поэзи уявне пирĕн округри Каншелĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекен Наталия Ильметовăпа Çĕньялти Надежда Квасова та хутшăннă. Наталия Алексеевна — конкурс çĕнтерÿçи.

Наталия Ильметова тăватă çул каялла ялти культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Çавăнтах «Аваллăх лаççи» музей йĕркеленĕ. Алă ĕçне те маçтăр, чăваш çи-пуçне ялти хĕрарăмсене çĕлесе парать. Сăмах май, поэзи батлне те хăй ăсталанă тумпа, кукамăшĕн сурпанĕпе килнĕ. Вăл «Анне ялан шурă тутăр çыхасшăн», «Кукамай», «Çулсем иртеççĕ» сăввисене уйрăмах чуна тыткăнламалла вуланă.

— Ку çĕнтерĕве Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ывăлăма халаллатăп. Унăн çĕнтерсе часрах таврăнмалла пултăр», — тенĕ вăл хăй мала тухнине пĕлсен

Надежда Квасовăна «Авангард» хаçата вулакансем те лайăх пĕлеççĕ. Кашни çыншăн çывăх сăввисем хаçат страницинче те кун çути кураççĕ. Икĕ çул каялла «Саншăнах» кĕнеке кăларнă Надежда Валерьевна призерсен йышне кĕнĕ.

Пултаруллă та маттур ентешсем поэзи анинче тата ытларах çитĕнÿсем туса халăха савăнтарччăр!

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика