Професси ăстин чысĕ, хисепĕ ÿссех пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:41 Просмотров: 70

Раççей Геройĕ Е.Александров ячĕллĕ чăваш аграри колледжĕн (Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕ) столовăйĕнче кăнтăрлахи апат хыççăн хĕрсен ушкăнĕ хĕвĕшет. Пĕр сĕтел çинче иккĕн-виççĕн канашласа торт хатĕрлемелли кирлĕ ингредиентсене суйлаççĕ. Тепринче каллех ĕçлĕ. Виççĕмĕшĕнче пылак çимĕçĕн аялти сийне сараççĕ. Мĕн вĕреннине практикăпа çирĕплетеççĕ. Производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Светлана Кошкина (сăн ÿкерчĕкре сылтăмран пĕрремĕшĕ) вара ĕçе сăнаса тăрать, кирлĕ çĕрте сĕнÿсем парать. «Чĕлхе çăтса ямалли» пылак çимĕçе хатĕрлесе пĕтерсен ушкăнпа ларса чей ĕçеççĕ...

Кашнийĕшĕнчех çапла. Поварсен ушкăнĕнче вĕренекенсем мĕн кăна хатĕрлеме хăнăхмаççĕ-ши! Халĕ вĕсен яшки те, çĕр улми шарккăвĕ те, ăшаланă пулли те ыттисенчен техĕмлĕрех те, тутлăрах та пулать. Çамрăк кадрсем вĕренÿ учрежденинче хăйсене кăмăллакан профессие илни куç умĕнче.

Студентсен 4 ушкăнне ертсе пырать мастер. Кашни çулах колледжра повар ĕçне хăнăхас текенсем йышлă. 25-шер ача çÿрет занятисене. Хĕрсен йышĕнче каччăсем те пур.

Ĕçлĕ практикăна студентсем организацисене каяççĕ. Патăрьелĕнчи «Версаль», «Шерхан», «Аделия» кафесенче, Комсомольски муниципалитет округĕнчи вĕрентÿ комбинатĕнче, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул столовăйĕнче, ытти çĕрте кăмăлласа йышăнаççĕ çамрăксене.

Тĕллевлĕ вĕренекенсене предприяти-организаци ертÿçисем стипенди те парса тăраççĕ. Юлашки курссенче вĕсем çамрăксене ĕçе илме те пултараççĕ.

Светлана Владимировна професси вĕрентĕвĕн системинче чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшать. Кондитер-повар хăйне аслă квалификациллĕ специалист пулнине чăн-чăнах тăрăшуллă ĕçпе çирĕплетет. Теори пĕлĕвĕ çителĕклĕ унăн, практикăри ăсталăхĕ те пуян.

— Паян колледжра çамрăксем çеç пĕлÿ илмеççĕ. Аслăраххисем те пурнăç ыйтнинчен юласшăн мар. Тĕрлĕ апат хатĕрлеме пĕлни пурнăçра никама та кансĕрлемест. Çыннăн ăсталăхĕ çеç

ÿсет. Пирĕн специалистсем вара кирек хăшне те пулăшу пама яланах хатĕр,— тет колледж ертÿçи Алексей Логунов..

Сăмах май çакна та палăртмалла: техникумра ĕçленĕ хушăра Светлана Кошкина çĕршер квалификациллĕ повар хатĕрленĕ, вĕсем паянхи кун кашнийĕ юратнă ĕçĕнче вăй хураççĕ. 2021-2025 çулсенче çеç 250 ытла çамрăк çак професси вĕренĕвне илнĕ.

Наставник студентсене професси конкурсĕсене те сахал мар явăçтарать. «Малашлăх билечĕ» федераци проектне пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Кружок та ертсе пырать. Çавна май вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Акă, Наталия Загайнова республикăри професси ăсталăхĕн конкурсĕнче призер пулнă. Мария Аппакова «Молгород-2022» кулинари конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Хăйĕн ăсталăхне ÿстерсе пыма та тăрăшать мастер. Республикăри «Чăваш кухни» конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. «Манăн професси — пурнăçри манăн вырăн» фестивальте виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Тăрăшуллă ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те сахал мар унăн. Чи сумли вара — Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçни. Халĕ ун çумне муниципалитет округĕнче «Професси тĕлĕшпе чи лайăххи» ята парса чыслани те хушăнчĕ.

Коллективра та хисепре Светлана Владимировна. Студентсен кашни ашшĕ-амăшĕ педагог ĕçĕпе кăмăллă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика