Сывлăхран хавшаккисем те спорта парăнтараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:44 Просмотров: 72

Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче республикăри сусăр çынсен уçă фестивалĕ иртрĕ. Ăна «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин Чăваш Енри организацийĕ йĕркеленĕ.

Мерприятие Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Ăмăртăва «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пĕрлĕхлĕ çĕршыв — хăтлă çĕршыв» проект координаторĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин уçрĕ.

Ăмăртăва сывлăх тата ăс-тăн тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем — хăлха илтменнисем, куç курманнисем... — хутшăнчĕç, хăйсем ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине, хастарлăхне, спорт пуриншĕн те çывăх пулнине кăтартса пачĕç. Вĕсем çăмăл атлетикăра (кресло-коляскăпа 100 метра парăнтарасси тата 100 метр çуран чупасси), дартс, бочча (командăпа выляççĕ), джакколо (сĕтелçи вăййи), кульбуто вăййисенче хăйсене тĕрĕслерĕç. Пурĕ 22 команда, 130 ытла спортсмен фестивале хутшăнчĕ.

Патăрьел округĕнчи сусăр çынсен вырăнти обществин членĕсем те республикăри ăмăртуран айккинче юлмарĕç. Общество председателĕ Геннадий Михеев (сăн ÿкерчĕкре сулахайран иккĕмĕшĕ) кульбуто дисциплининче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Пăхăр медале ăна Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Андрей Юркин çактарчĕ.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика