Ачасем — çĕршыв пуласлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:44 Просмотров: 67

Тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна 1949-мĕш çулта хĕрарăмсен демократи сессийĕн Канашĕ шутланипе çулсерен июнĕн 1-мĕшĕнче паллă тума пуçарса янă. Ачасен пĕр пек прависене воспитанинче, вĕренÿре, вăй-хал тата ăс-тăн аталанăвĕнче, мĕнле обществăран пулса кайнине пăхмасăр хÿтĕлеме йышăннă.

Ачасене воспитани парса çитĕнтересси — питĕ пысăк тĕллев. Ăна шкулпа çемье тачă çыхăну тытсан кăна ăнăçлă татса пама пулать.

Хăш чухне ăшшĕ-амăшĕ ачисене патакпа итлеттересшĕн, юнаса хăратасшăн. Ун пек «воспитани» пани ачасене улталама анчах вĕрентет, вĕсем вара ăшшĕ-амăшне итленĕ пек, вĕсене хисепленĕ пек анчах тăваççĕ.

Çитĕннисемпе танлаштарсан пĕчĕк ачасем усал сăмах каламаççĕ, вĕчĕх тытмаççĕ, аскăнланмаççĕ, хăйсен халăхĕпе ытти халăх хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та курмаççĕ. Вĕсене пирĕн тĕрлĕ аскăнлăхпа илĕртÿ çыпăçасран хÿтĕлемелле.

Вăрçă хыççăнхи çулсем питĕ йывăр, выçăлла-тутăлла пулсан та ачалăх яланах асра. Çарран симĕс курăк тăрăх чупса тĕрлĕрен вăйă — тупăлла, накулилле, вун икĕ шарла, çĕтĕк çăпаталла — арçын ачасем вăрçăлла выляттăмăр, хĕр ачасем шакăлла, тутталла, пуканелле вылятчĕç. Аннесем пире урамран хăваласа кĕртеймесчĕç, халĕ ачасене урама хăваласа кăлараймаççĕ. Хальхи саманара вĕсем интернет, смартфонсем, планшетсем, телекурав урлă киревсĕр, ирсĕр, наркăмăш тыткăнне лекеççĕ.

Преступлени тăвасси ачасем ирĕккĕн, тимлĕхсĕр çÿренинчен пуçланать. Тăван çĕршывшăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ тĕле çĕршывра 19 миллион тăлăха юлнă ача шутланнă. Блокадăран хăтарнă хыççăн Ленинградра 85 ача çурчĕ уçнă. Çакă Тăван çĕршыв хăйĕн ачисене чăнласах хÿтĕлени пулать. Пирĕн районта малтанласа тăлăха юлнă ачасен çурчĕ Шăнкăртамра пулнă, каярахпе Патăрьелне куçнă.

Ачасемшĕн сиенлĕ шĕвексем пирки те чарăнса тăрасшăн. Кока-кола ăша кантаракан ĕçмелли шĕвек пирки медицина ăсталăхĕсен докторĕ, профессор, тĕнчери паллă ача-пăча хирургĕ Рошаль телевиденин 5-мĕш каналĕпе çапла каларĕ: «Кока-кола вăл — наркăмăш, çынсен, уйрăмах ачасен, пуç мимин çиелти сийне витĕм кÿрсе этемĕн çирĕплĕхне пăсать, пусарать». Çакăн пек сиенлĕ апатсенчен, хăнăхусенчен ачасене хÿтĕлемеллех.

Василий ПЕТРОВ,

Тăрăн ялĕ.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика