Ватă салтак. Калав.

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:46 Просмотров: 77

Çак сăмахсене Ваççапа Микуль вите айӗнчи шăтăкран тухнă май илтрĕç. Вĕсем ыттисене кӗтес темерĕç, васкарĕç. Тухсанах шăппăн кăна ăçта чупса, ăçта пĕшкĕнсе утса çывӑхри вăрман еннелле талпӑнчĕç. Вăрман хĕррине çитсен тахçанах апат çименскерсем ывăннипе тӳрех çерем çине тӗшӗрӗлчĕç, майорпа капитана кĕте пуçларĕç. Нумай та пулмарĕ, малтан офицерсем вĕсем патне çитрĕç, каярах, айван шыв юххи пек, ‒ салтаксем. Чылайăшĕ витерех юлнӑ пулмалла. Гимнастерка тӑхăннă пиçиххисĕр салтаксем майор йĕри-тавра вырнаçрĕç. Офицер пурне те пĕрерĕн-пĕрерĕн сапаланса кайса çурçĕр еннелле ‒ хамăрӑннисем патне вăрттăн кайма хушрĕ. Вӗрентсе çапла каларӗ:

‒ Ушкăнсемпе çула тухсан тăшман салтакĕсем курас хӑрушлăх пур, çавăнпа тимлĕ пулăр. Ытларах сире вăрманлăхсем пулăшĕç. Пĕлетĕп, пурин те апат çиес килет, чăтăр. Пĕр темиçе кунтан хамăрăннисене хăваласа çитĕпĕр. Ялсене кĕме кирлĕ мар, унта нимĕçсем пулма пултараççĕ. Е тата халăхĕ мĕнле кăмăллине пĕлместпĕр, сутма та пултарĕç.  Кам та кам хăй тĕллĕн вăрмансенче çӳреме пĕлмест пулсан тăшман ăçталла кайнине сăнăр. Самолечĕсем анăçран Мускав еннелле вĕçеççĕ, эппин, пирĕннисем çав енче. Салтакĕсем, танкĕсем те анăç енчен çурçĕр хĕвел тухăç еннелле çул тытаççĕ. Çавна пĕлĕр. Фронт çывăхне çитни çинчен сире тупăран, пулеметран, пăшалтан пени пĕлтерĕ. Çав еннелле утăр. Çул çинче сапаланса пĕтнĕ ытти чаç салтакĕсем тĕл пулма пултараççĕ. Ушкăнсенчен пăрăнма тăрӑшăр. Пĕччен тухма çăмăлтарах. Май пулсан хĕç-пăшал тупма тăрăшăр. Тата камӑн салтак пиçиххийĕ çук, хамăрăн вилнĕ салтаксене курсан вĕсен пиçиххийӗсене илме аван мар тесе ан тӑрӑр. Вĕсемшĕн пурпĕрех, сирĕн вара устав çинчен шутламалла. Пиçиххисĕр салтак ‒ салтак мар. Халӗ саланӑр. Сирӗн задача ‒ кӗске вӑхӑтрах Хӗрлӗ Ҫарӑн тӗп чаçӗсем патне çитесси. Приказ ӑнланмалла-и? Малалла!

Ҫывӑхри хуторта шăв-шав çĕкленни илтӗнчĕ. Кăшкăрашни, йытăсем вĕрни, пăшалтан перкелени вăрман хĕрринчи «таркăнсене» васкама хистерĕ. Пурте çак вырăнтан хăвăртрах кайма тăрăшрĕç.

Тин кăна Ваççапа Микуль пĕрлеччĕ, пăхать ‒ юлташ ниçта та курăнмасть. Ним тума та çук, ирĕксĕрех пĕччен çула тухма тиврĕ. Пĕр икĕ-виçĕ талăк хушшинче Шӑхаль йĕкĕчĕ кам кăна пулмарĕ. Вăрçă пуçланиччен кĕçĕн офицер ятне илме хатĕрленекен курсант, вăрçă пуçлансанах çухалса кайнă, ним тума пĕлмен салтак, ăнман çапăçу хыççăн тӑшман аллине лекнĕ, вилме хатĕрленнĕ тыткăнри салтак, халӗ вара хастар, вилĕмрен хăраман офицерсене пула тыткӑнран хăтӑлнă таркăн пулса тăчĕ. Иçмасса, пурнăç. Ҫакна аттене каласа парсан нихăçан та ĕненмӗ.

Ваççа çула тухсан хушӑран хӑйĕнпе пĕрле тарнă салтаксемпе ăнсăртран тĕл пулкаласа та илчĕ. Çав самантсенче пӗр-пӗринчен хăраса илме те ĕлкĕреççĕ. Каярах Ваççа вӑрахрах, асăрханса ута пуçларĕ. Çуллахи вăрман ирӗке тухнă çар çыннисене хӑй хӳтлӗхне илетех тесе ӗмӗтленчӗ.

Ваççа халĕ те ăнлансах çитеймест. Мĕншĕн пирĕннисем вăрçӑ пуçланасса пĕлсе хатĕр тăман-ши? Е вĕсен командирĕсем çеç çавăн пек дисциплинăсăр пулнă-ши? Хамăрăн позицисене çирĕп хӳтĕлеме йĕркелеменнине пула мĕн чухлĕ салтака çапăçура нимĕçсем çăмăллăнах тыткӑна илчĕç. Пĕтĕм пирĕн çар çавăн пек-ши вара? Юрĕ, çитӗпӗр эпир хамăрăннисем патне. Нимĕçсен чаçĕсем хушшинче «шăтăксем» пулĕç-ха. Çавсем витӗр хамăрăннисем патне сăрхăнса тухăпăр.  Енчен те унта та, кунти пек, йĕрке çук тăк? Мĕн тумалла вара?

Тарăн шухăша путнă салтак çурçĕр хĕвел тухăç еннелле каять. Хырӑм выççи, уçăмсăрлăх кăмăла пусараççĕ. Кас-кас пурăнас килменлĕх те пуçа çавăрать. Юрать çăл куçлă çырмасем чылай. Ҫĕр айĕнчен шӑнкӑр саспа юхса тухакан кĕмĕл тӗслӗ сивĕ шыва ĕçсен ӑш канать, пурăнас килет. Алла шăнтакан шывпа пит-куçа йĕпетсе сăтăркаласан пурнăç илемĕ ăс-тăна кĕрсе вăй-хăват парать. Ваççа пĕлет çут çанталăк пулăмĕсене хаклама. Çӑл куçӗ темĕнле асамлă çӗр куççулĕ пулĕ. Хӗрарăм ачине кăкăр сĕчӗпе çитӗнтерет, çĕр анне мӗн пур чĕрĕ чуна, ӳсен-тӑрана хăйĕн çăл куç сĕткенĕпе аталантарать.

Шăнкăр-шăнкăр шыв сассипе вăрман шавӗ пӗр симфони пулса пурнăç килет, пурнăс килет, килĕр кунта тесе калать тейĕн.

 Ваççа тӑваттăмĕш кун ӗнтӗ ăшне пĕр хӗлхем те яман.  Ҫаплах çурçĕр хĕвел тухăç еннелле утать. Хальлӗхе вăрçă сасси илтĕнмест  Малалли пулать

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика