Акатуй-Сабантуйра савăнар-и пĕрле пухăнса?

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:50 Просмотров: 76

ÇУЛЛЕНЕХ округра «Хĕвеллĕ» уçланкăра иртекен Акатуй-Сабантуя çурхи ĕçсем вĕçленсен, июнь уйăхĕн пуçламăшĕсенче йĕркеленĕ, кăçал вара вăл июлĕн 3-4-мĕшĕсенче пулать. Çакна валли сăлтавĕ те пысăк. Савăнăçлă уяв республика шайĕнче иртет, унта Чăваш Енĕн тĕрлĕ муниниципалитетĕнчен, çавăн пекех Тутарстанран та сумлă та хаклă хăнасем килеççĕ.

Яланхи пекех малтанхи кун, июлĕн 3-мĕшĕнче, вĕренÿре, спортра, обществăлла ĕçре палăрнă вĕренекенсене чыслаççĕ, ачасем хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштараççĕ. Пĕрлех карусельсем, батутсем тата ытти ярăнмалли-сикмелли хатĕрсем ĕçлеççĕ.

Июлĕн 4-мĕшĕнче иртекен Акатуй-Сабантуй программи питĕ пуян. Сцена çинче ĕçре чи маттуррисене палăртаççĕ, яланхиллех спорт вăййисене, лашасен чупăвне курма пулать. Суту-илÿ сентрисем те тулли пулаççĕ.

Тĕрлĕ наци халăхне пĕрлештерекен уявччен нумай вăхăт юлмарĕ, ăна тулли кăмăлпа ирттерер!

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика