Карантин вĕçленнĕ, профилактика ĕçĕсем пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:51 Просмотров: 73

ОКРУГРА ĕне-выльăхăн пастереллез чирне тупса палăртни, çавна май мартăн 10-мĕшĕнченпе карантин пулни пирки хаçатра çырнăччĕ. Ветеринарсем усал чире парăнтарассишĕн, сарма парас марришĕн вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен ĕнисемпе вăкăрĕсене, сурăх-качакана амакран хÿтĕлесе вакцинацилерĕç.

Ятарлă комисси маларах килсе тĕрĕсленĕ хыççăн 90 куна тăсăлнă карантин июнĕн 9-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Çакна Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби Хушу кăларсах çирĕплетнĕ.

Пастереллез малашне хăрушлăх ан кăлартăр тесе ветеринарсем профилактика ĕçĕсене ирттерсех тăраççĕ. Çамрăк, 18 уйăх тултарман пысăк выльăхсене кашни виçĕ уйăхра, çитĕнсе çитнисене çур çулта пĕрре вакцинаци тăваççĕ.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика