Хаçата çуллен çырăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:52 Просмотров: 68

Шăнкăртамра пурăнакан Миляуша Еремеева кашни эрнерех ялти почта çыхăну уйрăмне васкать. Ямашев урамĕнче хаçат-журнал валеçекен çуккипе округра тухса тăракан «Авангард» хаçата хăйсем тата кÿршисем валли илсе каять.

— Хамăр тăрăхри хыпарсемпе «Авангард» хаçатран пĕлсе тăратпăр, çавăнпа ăна çуллен çырăнатпăр. Иккĕмĕш çул почтальонка вырăнне килсе илетĕп, — тет Миляуша Еремеева (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри).

Почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Ландыш Тазетдинова (сулахайри) ăна акци пынине, хаçата йÿнĕрех майпа çырăнма пулнине пĕлтерсен маттур хĕрарăм иккĕмĕш çур çул валли те хаваспах илсе тăма килĕшрĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика