Пуçарулăх çулсене хăтлăлатма та пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 09:55 Просмотров: 76

 

Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан «Ниме-Халăх бюджечĕ» проектпа килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнче ĕç фрончĕ сарăлсах пырать. Сăкăт территори пайĕнче нумай пулмасть çеç халăх пуçарăвĕн программипе культура çурчĕ умĕнчи лапама тирпейлесе хăтлăлатрĕç. Халĕ, акă, тепĕр проекта пурнăçа кĕртеççĕ, Кариков урамĕнчи çула асфальт сараççĕ.

Кариков урамĕнче мĕн пурĕ 78 хушма хуçалăх шутланать. Халăх бюджечĕпе юсакан çул тăрăшшĕ — 1129 метр. «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа пуçаруçисем — çак урамра пурăнакан хастарсем.

Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдиновпа округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — администрацин тирпей-илем тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов Сăкăт территори пайĕн пуçлăхĕпе Вероника Кузнецовăпа тĕл пулнă, вырăнта пуçарулăх бюджечĕн программипе мĕнле ĕçленипе кăсăкланнă.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика