ÇУЛЛАХИ каникул усăллă ирттĕр, çамрăк ăрăвăн асĕнче тăрса юлтăр, çуралнă тăрăхпа паллашчăр тесе «Паттăр» спорт шкулĕнче те тулли хăватпа ĕçлеççĕ. Нумай пулмасть Чăваш Енри «Çутă çу кунĕсем» тата «Картишĕнчи тренер» проектсемпе килĕшÿллĕн Александра Яковлева тренер ачасемпе велосипедпа ярăнса уçăлса çÿренĕ. Вĕсем тăван енĕн илемлĕ вырăнĕсене çитсе курнă, пĕрлех велосипед спорчĕн хăнăхăвĕсене алла илнĕ, хăйсене мĕнле тытмаллине вĕреннĕ, çул-йĕр правилисене пăхса тухнă.
Çул çÿрев çамрăк спортсменсен кăмăлне кайнă. Вĕсем ÿт-пĕвне çирĕплетнипе пĕрлех вырăнти çут çанталăкпа та киленнĕ.
Июль 2026 |
