Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн социаллă политикипе, наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Ксения Изотова, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, администрацин структура подразделенийĕн, организаци-учреждени ертÿçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ», «Сывлăх патне утăм» проекчĕсемпе вырăнта йĕркелесе пыракан ĕçсем, çавăн пекех «Çуллахи кунсене пĕрле ирттерер» проектпа культура сферинче пурнăçланса пыракан мероприятисем, округри автоклуб ĕçĕ, нумай ачаллă çемьесене социаллă çăмăллăхсем паракан мелсем.
Пурте тивĕç пĕлме:
«Халăх бюджечĕ — Ниме»
Информаци кунĕн пĕрремĕш ыйтăвĕпе администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — территорисене хăтлăх кÿрес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Фениль Алиуллов Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа уйрăм çынсен, халăх пуçарăвĕпе ялсен инфратытăмĕ мĕнле ырă енне улăшăнса пыни пирки отчет туса пачĕ.
— «Ниме —Халăх бюджечĕ» программа çулсеренех анлăланса пырать. Патăрьел муниципалитет округĕнче 2017 çултанпа 206 проекта пурнăçа кĕртнĕ. 2026 çулта территори пайĕсенчи ялсенче тепĕр 74 проектпа халăх валли çĕнĕ объектсем хута каймалла. Вĕсенчен пысăк пайĕялсенче çулсене тирпейлессипе çыхăннă. Çынсене ытларах çак ыйту пăшăрхантарать те. Паянхи куна 16 проекта пурнăçа кĕртнĕ, ыттисемпе те тухăçлă ĕçлесе пыратпăр,— палăртрĕ Фениль Ансарович.
Сăмах май каласан, июнĕн 15 — августăн 15-мĕшĕсенче 2027 çул валли çак программăпа çĕнĕ пуçарусем тумалли, конкурса хатĕрленмелли тапхăр.
Хамăр сывлăх хамăр алăрах, ун патне пĕр утăм çеç тумалла
«Сывлăх патне – утăм» — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçланакан çĕнĕ проект. Иртнĕ çул старт илнĕ пуçарăва Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те алхапăл йышăнчĕç. 2025 çулта мĕн пурĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче 15 территори пайне çитсе 2785 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, вĕсене медицина сĕнĕвĕсем панă. Тĕрĕслев хыççăн специалистсем 722 çынна чирне пайăрлатма кирлĕ сиплев учрежденийĕсене янă, çав вăхăтрах пĕрремĕш хут 128 пациентăн йывăр чирне тупса палăртнă.
2026 çулта та çак проект тухăçлă ĕçленине, халăхăн сывлăхне тĕрĕслес, çынсен ĕмĕрне вăрăмлатас тĕллевпе ятарлă тухтăрсем округсене тухса çÿрени пирки пĕлтерчĕ Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков. «Сывлăх пункчĕсем» кăçал та 16 вырăна çитме палăртаççĕ. Хальхинче округсенче «детский доктор» тата «кардиопоезд» вакунсем пулни те ача амăшĕсемшĕн, юн тымарĕн чирĕпе асапланакансемшĕн питĕ меллĕ. Пирĕн тăрăхра вĕсем июлĕн 16 тата 26-мĕшĕсенче пулаççĕ.
Айтăр пĕрле канар-и?
Кăмăлсене тупар-и?
Раççейри тата Чăваш Енри халăхсен пĕрлĕхĕн тата халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа тата Республика Пуçлăхĕн «Çуллана пĕрле ирттерер» проекчĕпе Патăрьелĕнчи клуб ĕçченĕсен куçса çÿрекен «культура сцени» — автоклуб — кăçал та хăйĕн хĕрÿ сезонне пуçларĕ. Иртнĕ кунсенче вĕсем Туçасене, Вăтаелсене «Сик, тух» этнопроект программипе савăнтарнă, ял çыннисемпе пĕрле вăййа та тухнă, юрланă-ташланă тата ытти те.
Иртнĕ çул та сцена ăстисем «Чăваш Енри çутă çу кунĕсем» проектпа çуллахи кунсенче 11 хутчен аякри-çывăхри ялсене çитсе çынсене культурăллă канма май туса панă. Мероприятисене ултă пине яхăн çын хутшăннă. Округра ку тĕлĕшпе пурнăçланса пыракан ĕçсем пирки администрацин культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ Наталия Никитина паллаштарчĕ.
Кашни çемьене
уйрăм тимлĕх кирлĕ
ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн социаллă политикипе, наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Ксения Изотова информаци кунне хутшăнннă май нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесене патшалăх паракан социаллă çăмăллăхсемпе, пулăшусемпе, «Çемье» наци программипе пурнăçланса пыракан ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, кашни çемье уйрăм тимлĕхре пулнине, ку тĕлĕшпе 25 тĕрлĕ çĕнĕ мерăсем вăйра пулнине каларĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Июль 2026 |
