Козловка-Пăлакасси клуб умĕ çак кунсенче ачасемпе çамрăксемшĕн чăваш йăли-йĕркин лапамĕ пулса тăнă. Мероприятие Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул библиотекин вулавçисем хутшăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри çутă çу кунĕсем» проекта тата республикăри «Сик! Тух!» этнопроекта хутшăнса Ирина Овечкина культорганизатор тата Ирина Козлова библиотекарь «Пирĕн мăн асаттесен пуçламăшĕ патне» вĕрентÿллĕ-вăйăллă программа йĕркеленĕ. Вĕсем ачасемпе ĕлĕкхи вăйăсене аса илнĕ, пĕрлех çĕнĕ варкăш кĕртсе вылянă, савăннă. Çавăн пекех йăхран-йăха куçса пыракан вăйăсем туслăха упрамаллине, пĕр-пĕрне пулăшмаллине, ушкăнпа ĕçлеме вĕрентнине ăнлантарса панă. Унтан пурте карталанса юрланă, саркаланса ташланă...
Асатте-асанне вылянă вăйăсене аса илни çамрăксемшĕн питĕ вырăнлă. Вĕсем сывлăха çирĕплетме те, иртнине çĕнĕрен тавăрма та пулăшаççĕ.
Июль 2026 |
