Тикĕс тротуарсемпе утăпăр кăмăлтан

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 10:14 Просмотров: 64

Патăрьелĕнче тротуар ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри пулнă. Вĕсем çитменни муниципалитет центрĕнче пурăнакансемшĕн йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Кăçал çуран çÿрекенсен пăшăрханăвĕн пысăк пайĕ татăлать.

Ленин проспектĕнче тротуара çĕнетессипе строительсем çине тăрсах вăй хураççĕ. Табаков урамĕнче те ĕç пуçланнă. Подряд организацийĕ «Кĕрсе тух» лавкка патĕнчен пуçласа Крепков урамĕ патĕнче çул хĕресленнĕ вырăнччен тăрăшать. Çывăх вăхăтра тепĕр енче те пуçăнаççĕ.

Икĕ объектра та демонтаж ĕçĕсем пыраççĕ, тротуар никĕсне хатĕрлеççĕ.

Советски урамĕнчи, Патăрьел — Кĕçĕн Патăрьел çул айккипе тротуарсене те хăтлăлатма палăртнă.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан, «Единая Россия» партин «Хăрушсăр çулсем» проектăн координаторĕ Равиль Ямалетдинов çул-йĕр строительствипе интересленсех, объектсемпе паллашсах тăрать.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика