Комплекс çĕкленет

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 10:15 Просмотров: 64

Округра çулталăкра 30 пин тонна хăватпа çÿп-çапа пайлакан комплекса тăвасси малалла пырать.

Объекта «Экологи хăтлăхĕ» наци проектне кĕрекен федерацин «Экономикăн хупă ярăмĕ» («Экономика замкнутого цикла») проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартаççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — хытă каяшсене тăпрапа хупласа хурассине сахаллатасси, регионта экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов çак кунсенче строительство лапамне çитсе курнă. Хальхи вăхăта кунта тĕп сооруженин никĕсне хывассипе, тасатакан хатĕрĕн савăчĕсене, пушара хирĕçле резервуарсене, шывпа тивĕçтерекен бака вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ. Инженери коммуникацийĕн пĕрремĕш тапхăрне йăлтах вĕçленĕ: электричество линисене хунă, шыв кĕрекен тата канализаци пăрăхĕсене тирпейленĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика