Шыв аслисене кăна мар, ачасене те хăй патне илĕртет. Уйрăмах çуллахи шăрăх кун кÿлĕре е юхан шывра уçăлас килетех. Кăмăла ирĕке яриччен 7 виçсе пĕрре кассан та аван.
Нумай пулмасть, июнĕн 11-мĕшĕнче, Улатăр тăрăхĕнче 14 çулти арçын ача путса вилнĕ. Вăл тантăшĕсемпе пĕрле Улатăр юхан шывне шыва кĕме кайнă. Чăваш Енри МЧС сотрудникĕсем пĕлтернĕ тăрăх, шывпа чыхăнса кайнă, унтан тÿрех путнă. Вилнĕ çамрăкăн ÿтне водолаз-çăлавçăсем туртса кăларнă. Ашшĕ-амăшĕшĕн, çывăх тăванĕсемшĕн мĕн пысăкăш хуйхă пулни каламасăрах паллă. Июнĕн 15-мĕшĕнче Етĕрне округĕнче Сăр юхан шывĕнче 1954 çулта çуралнă арçын путса вилнĕ.
Чи малтанах, пĕлмен, юраман çĕрте шыва кĕмелле мар. Округра пилĕк ялти — Сителте, Турханта, Треньелĕнче, Патăрьелĕнче, Кзыл Чишмара — ятарлă вырăнсенче шыва кĕме юрать, вĕсене тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейна та çÿреме пулать. Вăл 8 сехетрен пуçласа 21 сехетченех ĕçлет, шăмакунпа вырсарникун пĕр сехет сахалрах — 20 сехетчен. Аслисене те, çамрăксене те кунта хапăлласах йышăнаççĕ. Тренерсемпе инструкторсем ишме те вĕрентеççĕ, сăнаса та тăраççĕ.
Шывăн — турачĕ, ашшĕ-амăшĕшĕн ытлашши ача çук. Çуллахи каникул ырă та кăмăллă самантсемпе çеç асра юлтăрччĕ.
Раççей МЧСĕ ашшĕ-амăшне аса илтерет:
— ачасене шыв хĕрринче пĕр самантлăха та куçран вĕçертмелле мар;
— юхан шыв, кÿлĕ хĕрне ачасене хăйсене çеç ямалла мар;
— ачасене ятарлă вырăнсенче тата пляж патĕнче кăна шыва кĕме юранине ăнлантармалла.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Июль 2026 |
