«Республикăн чăн аталанăвĕ çынсен хăйсен пуçарăвĕнчен пуçланнине ĕненетĕп»
Çак шухăша палăртнă Олег Николаев черетлĕ планеркăра. «Ниме — Халăх бюджечĕ» проектпа килĕшÿллĕн çынсем хăйсен ялĕн е хулин сăн-сăпатне хăйсем палăртаççĕ.
Халĕ республикăра 1841 пуçару пурнăçланать. Çакă калама çук пысăк калăпăш, 5 миллиард тенкĕлĕх укçа-тенкĕ хывăмĕ. Республика Пуçлăхĕ ĕçсене пурнăçланă çĕрте общество тĕрĕслевĕ татăклă вырăн йышăннине палăртнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пуçлăх тимлĕхĕнче» («На контроле Главы») тата «Халăх тĕрĕслевĕ» («Народный контроль») проекчĕсем пĕрлехи тимлĕхĕ çыхăнура ĕçлемеллине, çынсем кашни тапхăрта — шухăш çуралнинчен пуçласа объекта юлашки хут йышăнасси таранах — процеса туллин хутшăнмаллине каланă.
— 2027 çулхи заявкăсене йышăнма старт паратпăр. Сирĕн сĕнÿсене августăн 15-мĕшĕччен кĕтетпĕр. Ыран пирĕн республика мĕнле пулассине пĕрле татса парар,— палăртнă Олег Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче.
Июль 2026 |
