Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе ĕçлесе кайнă «Ниме — Халăх бюджечĕ» проект муниципалитетра та чылай çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Кашни территори пайĕнчех унпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.
— «Ниме — Халăх бюджечĕ» проектпа халăх сĕнекен объектсене çĕнетсе пыратпăр. Ĕç хакĕн пĕр пайне çынсем хăйсем параççĕ, ыттине патшалăх уйăрать. Иртнĕ çул Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Хветĕр Çитта урамĕнчи çула 1600 метр вак чул сартăмăр. Масар çине хăтлăх кĕртрĕмĕр, — тесе пуçларĕ калаçăва Кĕçĕн Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Николай Рубцов.
Кăçал «Ниме — Халăх бюджечĕ» проектпа усă курса Игорев паркĕн территоринчи хăмăш пусса илнĕ, типнĕ кÿлле чавса тирпейленĕ. Халĕ вăл шывпа тулнăран хĕвел çутинче йăлтăртатса выртать. Ĕçе Гришняков индивидуаллă предприниматель бригади пурнăçланă. Кÿлле тасатас шухăша Кĕçĕн Патăрьел территори пайне кĕрекен Треньелĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Игорев пуçарнă, халăх та хапăлласах йышăннă.
— Çывăх вăхăтра кÿлĕ таврашне фрезапа сухаласа курăк акасшăн, кĕркунне çырансем ан ишĕлччĕр тесе хăва лартса хăварасшăн. Ĕмĕтсем пысăк. Халăх пулăшсан палăртнине пурнăçлама пулать, — тет Валерий Петрович.
Игорев паркĕ 6,6 гектар йышăнать. «Патшалăх уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕ» шутланать. Кунта хамăр тăрăхра çитĕнекен йывăçсемсĕр пуçне каштан, аçтăрхан мăйăрĕ, кедр... ÿсеççĕ.
Валерий Игорев тата ăна пулăшакансем, ял çыннисем «Экологи ырлăхĕ» наци проектне пурнăçа кĕртсе çулленех паркра хунавсем лартаççĕ, хăрнисене çĕннисемпе улăштараççĕ. Хальхи вăхăта кунта 15 пин тĕпе яхăн йывăç çитĕнет.
— Кĕçĕн Патăрьел территори пайĕнче пурăнакансен ĕмĕт-тĕллевĕ пысăк. Кăçал Треньелĕнчи уçă тÿпе айĕнчи сывлăха çирĕплетекен физкультурăпа спорт комплексне «Ниме — Халăх бюджечĕ» проектпа çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Комплекс тавра карта тытма, курма килекенсем валли тунă саксем çийĕн хÿтлĕх тата туалет тума палăртнă. Ĕçе вĕçлеме 2 млн та 547 пин тенке яхăн кирлĕ. Треньелсем 205 пин тенкĕ пухнă.
Кĕçĕн Патăрьелпе Патăрьел хушшинче çутă çитменни уйрăмах кĕркунне аван сисĕнет. Ку ыйту халăха тахçантанпах пăшăрхантарать. «Ниме — Халăх бюджечĕ» проект шăпах ăна татса пама май парать. Ял халăхĕ укçа çак тĕллевпе те пуçтарнă, — терĕ кăçал тумалли ĕçсемпе паллаштарнă май территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов.
Кашнийĕн хамăр пурăнакан вырăна хитререх те хăтлăрах тăвас килет. Территори пайĕсенчи ял халăхĕ çакна шута илсе «Ниме — Халăх бюджечĕ» проекта хастар хутшăнать.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Июль 2026 |
