Ял çĕнелни кăмăла çĕклет

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 10:19 Просмотров: 66

Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа 2026 çулта Патăрьел муниципалитет округĕнче 74 объект тума палăртнă. Вĕсенчен 7 проекчĕ Патăрьел территори пайĕнче пурнăçланмалла. Ытти ялсенчи пекех округ центрĕнче пурăнакансем, уйрăм хастарсем ял илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшса пуçарулăх кăтартни пирки территори пайĕн начальникĕпе Николай Андреевпа калаçрăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл вулаканăмăрсене:

— Патăрьел ялĕн инфратытăмĕ çулсерен çĕнелсе пырать. Çакă чăн малтанах патшалăх ял аталанăвĕ çине тимлĕх уйăрнипе, çынсен ырă пуçарăвĕсене тĕпе хурса халăх бюджечĕн программипе тухăçлă ĕçленипе пулса пырать. 2026 çулта эпир 7 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Паянхи куна икĕ проекчĕпе объектсем хута кайнă: Федор Моисеев урамне асфальт сарнă тата «Центральный» ача сачĕ патне кĕрекен тата ун таврашĕнчи тротуара çĕнетнĕ. Вĕсен пуçаруçисем — асăннă урамра пурăнакан хастарсем тата «Центральный» ача садне çÿрекенсен ашшĕ-амăшĕ. Хута кайнă объектсемшĕн çынсем питĕ кăмăллă.

Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ территори пайĕсем, организаци-учреждени хушшинче çурт таврашне, урама, яла, пурте усă куракан обществăлла территорие тирпей-илем, хăтлăх кÿрес, йывăç-чечекпе капăрлатас тĕллевпе йĕркелекен конкурса кăçал Федор Моисеев ячĕпе хисепленекен урамра пурăнакансем хапăлласах хутшăнма хатĕрленеççĕ. Унта уйрăм хуçалăхсем, ытти урамсем те хутшăнма пултараççĕ.

Çывăх вăхăтра «Ниме —Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн тепĕр 5 проекта пурнăçа кĕртме хатĕрленетпĕр. Вĕсем çаксем: Советская урамри 174-мĕш çурт умĕнчи канализаци системипе çыхăннă шăтăкне çĕнетесси, Дружба урамĕнче парковка вырăнне тăвасси, Комаров, Ленин урамĕсем тата Ленин проспектĕнчи стоянкăсене юсасси, Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен таврашĕнче спортпа вăйă лапамне тăвасси. Проектсене пурнăçа кĕртме чăрмавсем пулмалла мар. Çуллахи уяр çанталăкпа тухăçлă усă курса подрядчиксемпе ĕçе кал-кал йĕркелесшĕн..

Альбина ЕГОРОВА калаçнă.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика