Вăтаелĕнче çуралса ÿснĕ Игорь Овечкин (сăн ÿкерчĕкре) Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăр-варлăхпа, хăюлăхпа палăрса тăратчĕ. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан округри «Батыревский доброволец» волонтерсен ушкăнĕпе гуманитари пулăшăвĕ леçме çÿреме пуçларĕ. Темиçе хутчен те вăрçă хирне çитсе килчĕ. Салтаксен пурнăçне курса-пĕлсе тăнăран 8-мĕш çул çÿрев хыççăн хăй те неонацистсемпе кĕрешме тухса кайрĕ.
— Эпĕ 2022 çултах ятарлă çар операцине кайма хатĕрленнĕччĕ, анчах анне документсене манран пытарса хучĕ. Çавăн хыççăн волонтерсемпе пĕрле Украинăна çÿреме пикентĕм. Килтисем кăшт лăплансан контракт çыртăм. Эпĕ мотострелоксен полкне лекрĕм. Хальхи вăхăтра миномет командирĕ, гварди сержанчĕ. Пирĕн полка çапăçури харсăрлăхшăн гварди званине панă, хамăрăн ялав та пур, — терĕ Игорь хăйĕн пирки пĕлтернĕ май.
Ятарлă çар операцийĕн участникĕ çарти пурнăçĕпе паллаштарнине итленĕ май салтаксене çăмăл маррине тепĕр хут ăнланатăн. Игорь малти лининче, кунта çăмăлах марри каламасăрах паллă. Унпа пĕрле службăра тăракансем февральте кĕнĕ те халĕ те çавăнтах.
— Малти линире уйăхĕ-уйăхĕпе тăма тивет. Урăххисемпе улшăнас тесен те çăмăл мар. Эпĕ тата темиçе салтак мартăн 17-мĕшĕнче унтан тухрăмăр. Çавăн чухне эпир пыракан икĕ машина та дронсем сирпĕтнипе çÿрейми пулчĕç, тепĕр 10 беспилотник хамăра шыраса вĕçсе килчĕ. Вĕсенчен хăтăлнă хыççăн тыла çити 20 çухрăм утма тиврĕ. Шурлăхсем урлă та каçрăмăр, сăрталла хăпарнă чухне чупрăмăр. Пăшалсăр пуçне çумра тата япаласем те пур, вĕсем те пĕрлех. Çапла тылри чаçе çитрĕмĕр, — тесе каласа пачĕ çар операцийĕн участникĕ.
Салтак пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман, халĕуйрăмах йывăр. Пилотсăр вĕçекен хатĕрсене искусствăлла интелектпа усă курса ятарлă программа лартаççĕ. Вĕсем çар машинисене, кузов çинче çынсем пуррине, техника çине «Z» тата «V» сас паллисене çырнисене тата ыттине те уйăрса илсе сирпĕтме пултараççĕ. Мирлĕ çынсене те, ачасене те хĕрхенмеççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем дронсем питĕ нумайланнине, иртнĕ çултан вĕсем талăкра 24 сехет вĕçнине палăртаççĕ. Çавăнпах малти лининчи салтаксем патне те апат-çимĕç вăхăтра çитеймен тĕслĕхсем пулаççĕ.
— Çимеллисене шурлăх тăрăх çÿрекен «Сокол» ятлă техникăпа ятарласа палăртнă вырăна илсе килсе параççĕ. Малтан апат, ĕçмелли хамăрпа пĕрле 4-5 кунлăха илетпĕр. Шыва нумай чикме çук, йывăр. Вăл тата хăвăрт пĕтет. Кашнин çумĕнчех кĕске авăрлă, шĕвĕр вĕçлĕ кĕреçесем пур. Çавсемпе усă курса типнĕ кÿлĕсенче чавса шыв кăларатпăр та пусмана темиçе хут хурса сăрăхтарса ĕçетпĕр. Шыва тасатакан таблеткăсем те пур, вĕсемпе те усă куратпăр. Çăлкуçа тĕл пулсан савăнсах каятпăр. Пĕчĕк газ баллонĕсем пур, вĕсемпе вĕрететпĕр.
Типĕ яшкасем питĕ лайăх, вĕри шыв яран та кăштахран çиме хатĕр. Вĕсем çăмăл, çавăнпа хутаçа ытларах чикме май пур. Патăрьелĕнчи Светлана Михайлова тата ăна пулăшакансем хатĕрлекен яшкапа пăтта та çисе куртăмăр, питĕ тутлă. Çавăн пекех ытти регионсенчен те çакăн пек пакетри апата илсе килсе параççĕ. Гуманитарисĕр салтаксене йывăра лекет. Пире тыл пулăшни, тĕрев пани çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартма хавхалантарать. Нумай пулмасть округ халăхĕ эпĕ ыйтнипе дизель генераторне туянса пачĕ. Пурне те тавах, — тет Игорь Сергеевич.
Вăрçă çухатусăр пулмасть. Çакна чунпа йышăнма питĕ йывăр, анчах тăшман никама та хĕрхенмест. Игорь та çывăх юлташĕсене çухатнă. Пĕрле çар тивĕçне пурнăçлама пикеннĕ взводри 45 салтакран 12-ĕн çеç чĕрĕ юлнă. Вăтаел каччи хăй те 2024 çулта аманнă. Заданирен килнĕ чухне вĕсен машинине дрон сирпĕтнĕ. Çавăн чухне унăн Мускав, Архангельск облаçĕсенчи госпитальсенчех выртса сипленме тивнĕ.
— Ятарлă çар операцинче эпир халь ытларах мотоциклсемпе тата квадроциклсемпе çÿретпĕр. Дронсем йĕрлеме пуçласан машинăран тухса тарса хăтăлма йывăртарах, вĕсенчен вара çăмăлрах, — терĕ сăмах çумне сăмах хушăннă май 27 çулти Игорь.
Маттур, «За отвагу», «За освобождение Луганской и Донецкой народных республик», «Участник специальной военной операции» медальсене тивĕçнĕ ентеше пултарулăхне кура Хусана офицера вĕренме янă. Хальхи вăхăтра шăпах пĕлÿ пухать. Ун хыççăн татах фашист юлашкисене тĕп тума каять.
— Неонацистсене çапса аркатмаллах, урăхла çул çук! — терĕ «Батыр» позывнойпа çÿрекен гварди сержанчĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Июль 2026 |
