Пăхăр медале тивĕçнĕ
Патăрьелсем спорт аренине парăнтарсах тăраççĕ. Узбекистанра пиçиххипе кĕрешессипе тĕнче шайĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Раççей хутăш командинчи пирĕн ентеш Рамазан Тазетдинов (65 килограма çитменнисем хушшинче) кĕрешÿ техникине лайăх пĕлнине, йывăрлăхсене парăнманнине, çĕнтерÿ патне ăнтăлнине тивĕçлĕ шайра кăтартса пăхăр медале тивĕçнĕ. Ăна Вячеслав Спиридоновпа Эльфис Мтиев тренерсем хатĕрленĕ.
Акатуйра
палăрнă
Ульяновск хулинче иртнĕ Акатуй-Сабантуй уявĕнчен Патăрьелсен кĕрешÿçисен хутăш команди çитĕнÿсемпе таврăннă. Пиçиххипе кĕрешессипе Ильшат тата Фенис Купкеновсем, Эльфис Мтиев хăйсен пултарулăхне туллин кăтартнă. Виççĕшĕ те пьедесталăн иккĕмĕш картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕ, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Патăрьел
футболисчĕсем çĕнтернĕ
Июнĕн 13-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта Чăваш Енре мала тухассишĕн «БТВ» (Патăрьел) тата «СШ Шумерля ШЗСА-2» (Çĕмĕрле) командăсем тĕл пулнă. Матч Юхмапа Пăла тăрăхĕн спортсменĕсем 10:2 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ. Тапăнса вылякансен хапхине Александр Анисимов, Анатолий Кольцов, Кирилл Фролов, Юрий Макаров, Николай Романов, Вячеслав Ухваркин, Максим Сорокин, Кирилл Мартьянов, Аркадий Мордяков, Роман Романов мечĕк тапса кĕртнĕ.
Финиша
иккĕмĕш
кĕнĕ
Июнĕн 6 тата 7-мĕшĕсенче Владимир облаçĕнчи Суздаль хулинче велосипед спорчĕн «маунтинбайк — кросс-кантри» дисциплинипе Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен спортсменĕсем те хутшăннă, лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Уйрăмах Патăрьел каччи Глеб Фомин палăрнă. Вăл 16-17 çулхи каччăсем хушшинче (старта 25-ĕн тăнă) финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Ентешрен кăшт çеç маларах Мускав спортсменĕ çитнĕ.
Глеб Фомин — «Паттăр» спорт шкулĕн воспитанникĕ, вăл Валерий Афанасьев тренер патĕнче вĕреннĕ.
Округра
бокс аталанать
Çĕрпÿре Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа бокс ăмăртăвĕ иртнĕ. Республикăра ăна 5-мĕш хут йĕркеленĕ. Алексей Чернов тренер воспитанникĕсем турнирта палăрнă. 63 килограмм таяканнисем хушшинче Матвей Яковлев ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. 48 килограмлисенчен Матвей Кузьмин иккĕмĕш тухнă. Андрей Царев (55 кг) пĕр çапăçăва хутшăннă, унăн та кăтартăвĕсем начар мар.
Алексей Чернов тренер округра бокса йĕркелесе яраканнисенчен тата ăна аталантарассишĕн тăрăшаканнисенчен пĕри. Дебютантсене рингра пĕрремĕш утăмсем тума пулăшать.
Вăйлисенчен
вăйлисем
тупăшнă
Шупашкарта республикăри хĕрсемпе каччăсем хушшинче «Мас-рестлингпа шкул лиги» финал иртнĕ. Çулталăк тăршшĕпе пынă ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвне сезон тăршшĕпе чи пысăк кăтарту тунă атлетсем хутшăннă. «Паттăр» спорт шкулти Ильфак Алеев тренер-преподаватель ертсе пыракан команда та вăйлисен шутне кĕнĕ. Асаф Шакуров, Азалия Камалетдинова, Ислам Рафиков, Ильсаф Каштанов, Эльвина Земдиханова, Данияр Земдиханов, Камиля Шарипова çĕнтерÿçĕсен ретне тăнă. Булат Шарафутдинов, Мадина Камалетдинова — иккĕмĕш, Николай Журавлев тата Диня Мухамедшина виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ
Çĕрпÿри «Асамат» стадионта çăмăл атлетикăпа йăлана кĕнĕ «Çĕрпÿ милĕ» ăмăрту иртнĕ. Кунта çулленех республикăри тата кÿршĕ регионсенчи чи вăйлă спортсменсем пухăнаççĕ.
Патăрьелĕнчи «Паттăр» спорт шкулăн воспитанникĕсем ăнăçлă ăмăртса лайăх кăтартусене тивĕçнĕ. Ылтăн медале Павел Пятаков илнĕ. Егоров Чемеров иккĕмĕш тухнă. Арсенийпе Милана Алексеевсем те лидерсемшĕн пысăк конкурент пулнă.
Валентина Осипова тата Валерий Платонов тренер-преподавательсен ăсталăхĕ, опычĕ çамрăк спортсменсене çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Июль 2026 |
