Сывлăхран хакли нимĕн те çуккине пурте лайăх ăнланатпăр, çулсем иртнĕçем тата ытларах та туятпăр. Шел пулин те, хăш-пĕр чухне республикăри тухтăрсем патне лекес тесен вăрăм черет тăма тивет. Çакна шута илсе тата ял çыннисене вырăнтах тĕрĕсленме май туса парас тĕллевпе иртнĕ çул Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе Чăваш Енре «Сывлăх патне — утăм» проект ĕçлесе кайрĕ. Кăçал та «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçару ушкăнĕн тата «Сывлăхлă малашлăх» парти проекчĕн сĕнĕвĕпе тухтăрсем çула тухрĕç. Çĕнĕлĕхсем те пур: «Сывлăх пункчĕсем» çумĕнче «Кардиопоезд», «Ачасен тухтăрĕ» тата «Сывлăх пуйăсĕсем» йĕркеленĕ.
«Сывлăх патне — утăм» проектпа килĕшÿллĕн тухтăрсем хăш-пĕр муниципалитетра пулса çынсен сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ, хушма тĕрĕслевсем ирттерме направленисем панă. Ачасемпе çăвар ăш-чиккине таса тытассипе мастер-классем, куçа упрассипе калаçусем, сиплев физкультури йĕркеленĕ.
Тухтăрсем графикпе килĕшÿллĕн республикăри кашни округа çитеççĕ. Пирĕн тăрăхра июнĕн 26-мĕшĕнче пулаççĕ. Çул çÿрев маршручĕпе тĕплĕнрех Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн официаллă сайтĕнче паллашма май пур.
Ольга ПЕТРОВА
Июль 2026 |
