«Авангард» пултăр пуриншĕн те юратнă хаçат

Категория: Публикации Опубликовано: 22.06.2026, 10:23 Просмотров: 65

Хальхи вăхăтра вулакан патне вырăнти, республикăри, çĕршыври çĕнĕ хыпар-хăнара çитерекен «çăл куçсем» сахал мар, вĕсем ÿссех пыраççĕ. Уйрăмах цифра трансформацийĕ аталанса пынă май Интернет тетелĕ анлă çул илчĕ. Пытарма кирлĕ мар, çавна май çынсем, уйрăмах çамрăксем, оперативлă информацисене тĕрлĕрен мессенджер урлă вулама, пĕлме кăмăллаççĕ. Апла пулин те паян редакцинче «пиçсе тухса» типографинче çапăнакан «чун апатне», çемье тĕпелне çитиччен сăрă шăрши те сĕвĕрĕлеймен хаçатăмăра алла тытса вулас кăмăллисем сахал мар-ха. Çакна иртнĕ çырăнтару кампанийĕ те çирĕпетсе пачĕ: паянхи кун чăвашла тата тутарла дубляжпа тухса тăракан «Авангард» хаçат 3300 ытла çемьене саланать.

Çулталăкри шутлă кунсем çĕмрен пек хăвăрт шăваççĕ. Акă, 2026 çулхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр та вĕçленсе пырать. Июлĕн 3-мĕшĕнчен «Авангард» хаçат çĕнĕ тиражпа пичетленме пуçлĕ. Хаçат тусĕсен йышĕ мĕн чухлĕ пуласси, вăйсене пĕрлештерсе хавхаланса ĕçлесси вара, вулаканăмăр, сиртен нумайтарах килет.

Аса илтересшĕн: эсир «Авангарда» çырăнма манман-и? Ăна çак уйăх вĕçлениччен почта çыхăнăвĕ урлă 583 тенкĕ те 86 пуспа çырăнма пулать. Альтернативлă майпа хаçата июль-декабрь уйăхĕсенче илсе тăрас тесен хакĕ тата йÿнĕрех — 420 тенкĕ.

Хаçат редакцийĕн сĕнĕвне те шута илĕр: хăвăрăн çывăх юлташăрсене, тăванăрсене çуралнă кунпа, ытти сăлтавпа «Авангарда» çырăнса пама пултаратăр. Ырă парне пурин кăмăлне те тивĕçтерĕ.

Сăмах май каласан, хăйсен ĕçченĕсене, ял хастарĕсене, СВО участникĕсен çемйисене «Авангард» хаçата тÿлевсĕр çырăнса паракан ертÿçĕсене чун-чĕререн тав сăмахĕ каласшăн. Хальхи çырăнтару кампанийĕнче те «Батыревский» пĕрлешÿ (ертÿçи Петр Ялуков), «Авангард» пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи «Патăрьел беконĕ» филиалĕ (ертÿçи Александр Портнов), «Красное Знамя» ЯХПК (Николай Никифоров), Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ, Ыхра Çырминичи Решид Санзяпов фермер хăйсен ĕçченĕсене çур çуллăха «Авангарда» çырăнса пачĕç. Тавах ыр кăмăллăхшăн, пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн. Хаçат партнерĕсен пулăшăвĕпех округ хыпарĕсемпе çар операцийĕнчи салтаксем те паллашсах тăрĕç, вĕсене малашне те хальхи пекех хастар волонтерсем урлă парса ярăпăр.

Альбина ЕГОРОВА,

тĕп редакторăн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика