АЧАСЕМ питĕ хăвăрт ÿсеççĕ, вĕсене валли туяннă япаласем вара пĕчĕкленеççĕ. Апат лартса çитермелли сĕтел, манеж тата ытти те хăш-пĕр чухне килте вырăн çеç йышăнса лараççĕ. Вĕсен хакĕ вара çемье бюджетне аванах «çыртать».
Патăрьелĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта çур çул каялла «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тин çуралнă тата виçĕ çула çитичченхи ачасене малтанхи вăхăтра кирлĕ япаласене вăхăтлăха тÿлевсĕр усă курма паракан пункт уçăлнă. Арендăна коляска, автокресло, ходунки... илме пулать. Çăмăллăх нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесемшĕн, пĕччен ÿстерекен амăшĕсемшĕн, студентсемшĕн питĕ вырăнлă.
Пункт уçăлнăранпа патшалăх сĕнекен пулăшупа 26 çемье усă курнă. Ашшĕ-амăшĕ ачасене кирлĕ япаласене вăхăтлăха усă курни çемье бюджетне перекетлеме май панине палăртать.
Июль 2026 |
