Ултавçăсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçма пĕлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 08:48 Просмотров: 50

«МОШЕННИК» сăмаха илтсенех сехре хăпать. Аслисене те, çамрăксене те чике тăршшĕ лартаççĕ вĕсем. Çĕнĕлĕхсене те алла хăвăрт илеççĕ.

Нумай пулмасть республикăри 24 çулти хĕр патне паллаканни чăвашла сасă хыпарĕ янă, укçа ыйтнă. Пике пĕр сăмахсăрах каланă хисепе куçарса панă. Каярах вара пĕлĕшĕн аккаунтне ултавçăсем çĕмĕрни паллă пулнă. Полицейскисем мошенниксем искусствăлла интеллектпа усă курса чăвашла хыпар хатĕрленине палăртнă.

Чи çывăх çынран укçа ыйтса çырнă sms килсен е пĕр-пĕр конкурсшăн сасăлама, «Ку сăн ÿкерчĕкре эсĕ мар-и?» — тесе ыйтсан та ан хуравлăр, уçса та ан пăхăр. Малтан шăнкăравласа калаçăр, çакă чи вырăнли. Ултавăн ури халĕ 8 кăна мар, 88 та пулма пултарнине манар мар.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика