Тилĕсем ялтах çÿреççĕ, кайăк-кĕшĕке тытаççĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 08:48 Просмотров: 50

ТИЛĔСЕНЕ унччен вăрманта çеç курнă пулсан халĕ ялтах çÿреççĕ, пахчасенче хăйсене чăн-чăн хуçа пекех тытаççĕ. Çынран та, йытăран та хăрамаççĕ. Выçса çитсен апат та таçта кайса шырамалла мар: çынсен кайăк-кĕшĕк картиш тулли.

Ялсенче çак чее куçлă чĕрчунтан тарăхмаллипех тарăхса çитнĕ. Мал ĕмĕтпе çынсем хур-кăвакалпа чăх-чĕп туянаççĕ, ирхине тухнă çĕре вĕсен шучĕ сайралнă е пачах та çук. Кун пек тĕслĕхсем Çăкăт, Çĕньял, Ишлĕ, Туçа территории пайĕсенчи ялсенче час-часах тĕл пулнине пăшăрханса пĕлтерчĕç хаçат вулаканĕсем.

Çынсене нуша кăтартакан тилĕсем уртаракан чир сарма та пултараççĕ, çакă шиклентерет, ыйтăва тивĕçлĕ шайра татса пама хистет.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика