Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республики патшалăхăн тĕп уявне — Республика кунне — паллă турĕ. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 106 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ сумлă уява Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.
Чăваш халăхĕн пуян историне, культурипе йăли-йĕркине уçса паракан кăçалхи уяв тĕп хуламăрти тĕрлĕ лапамра, Шупашкар муниципалитет округĕнче иртнĕ. Ытти çулсенчи пекех чăвашсен Акатуйĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн хастарĕсем, спортсменсем те айккинче юлман.
Уйрăмах спортсменсен пултарулăхне палăртса хăвармалла. «Волга» стадионта çемьесем хушшинче иртнĕ ăмăртура Туçари Рубцовсем ГТО нормативне тултарас тĕлĕшпе уйрăммăн илсен пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, команда зачечĕпе вара Юрий ашшĕпе Ольга амăшĕ тата Никита ывăлĕ — Акатуйăн пăхăр призерĕсем. Сăмах май, спорт çемйи иртнĕ çул та çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнă.
Наци кĕрешĕвĕ енĕпе те Патăрьел муниципалитет округĕн пĕрлештернĕ команди хисеплĕ иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Ильнар Карама, Алмаз Ишмуратов, Ранис Кардонов ылтăн, Марс Яббаров, Илназ Кеметов пăхăр медальсене тивĕçнĕ. Спортсменсене «Паттăр» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем Эльфис Мтиевпа Ильдар Вахитов хатĕрленĕ.
Июль 2026 |
