Хăватлă çĕнĕ спорт комплексĕ çĕкленет

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 08:49 Просмотров: 58

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов çак кунсенче Шăнкăртамри физкультурăпа спорт комплексне çитсе курнă. «Ял пурнăçĕн пахалăхĕ пирки калаçнă май, Шăнкăртамри спорт комплексĕ пек объектсем тĕп паллăсем пулса тăраççĕ. Çакăн пек объектсем тата нумай пулаççĕ. Вĕсене ăçта тăвассине вара халăх хăй татса парать. Пурин те майĕсем пĕр пек, пурне те пĕр пек пулăшу — «Единая Россия» партин Халăх программи. Шухăш-кăмăла естьрезультат.рф сайта ярса памалла», — тенĕ Сергей Геннадьевич.

Шăнкăртамра физкультурăпа сывлăх комплексне иртнĕ çул тума пуçланă. Объектăн 83 процент ĕçне вĕçленнĕ. Палăртнă тăрăх, кăçалхи ноябрьте вăл халăха йышăнма пуçламалла.

3000 тăваткал метр йышăнакан комплексра спортзал (1000 тăваткал метр), кĕрешмелли ятарлă зал, хальхи вăхăтри тренажер, фитнес-аэробика залĕсем пулаççĕ.

Çĕнĕ комплекс кĕрешÿ тата корэш мелĕсемпе кĕрешекенсене хатĕрленмелли никĕс пулса тăмалла. Округра спортăн шăпах çак тĕсĕсене кăмăллакансем нумайăн, вĕсем çитĕнÿсемпе те савăнтараççĕ. Раççейĕн хутăш командинчи Рамазан Тазетдинов пиçиххипе кĕрешсе тĕнче шайĕнче пăхăр медале тивĕçнĕ. Ринас Садаров, Марат Купкенов, Шамиль Вахитов тата ыттисем те корэш мелĕпе кĕрешсе тĕнче чемпионĕсем, Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче призерсем пулса тăнă.

— Физкультурăпа спорт комплексне туни — пирĕн ачасене тата округ пуласлăхне инвестици хывни. Муниципалитетри кашни çын — аслинчен пуçласа пĕчĕкки таранах — спортпа туслашма пултартăр. Патăрьелсемшĕн физкультура хатĕрленĕвĕ тата вăй-хăват яланах пĕрремĕш вырăнта тăнă. Çĕнĕ комплекс пулас чемпионсене çитĕнтерме пулăшасса шанса тăратăп, — тенĕ муниципалитет пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов строительство объектĕнчи ĕç-хĕлпе паллашнă май.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика