Тухтăрсем ялсене çитеççĕ, халăхпа тĕл пулаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 08:50 Просмотров: 58

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе 2025 çулта «Сывлăх патне утăм» проект ĕçлесе кайрĕ. Иртнĕ çул ăна халăх хапăлласа йышăннине шута илсе кăçал та «Единая Россия» партин пуçару ушкăнĕн тата «Сывлăхлă малашлăх» парти проекчĕн сĕнĕвĕпе тухтăрсем çула тухрĕç. Халĕ «Сывлăх пункчĕсем» çумĕнче «Кардиопоезд», «Ача-пăча тухтăрĕ» тата «Сывлăх пуйăсĕсем» йĕркеленĕ. Çул çитменнисене сиплекен тухтăрсем Улатăр, Вăрмар, Канаш, «Кардипоезд» Çĕрпÿ, Куславкка, Тăвай округĕсенче пулнă. Çул çÿрев малалла тăсăлать. Графикпе килĕшÿллĕн «Ача-пăча тухтăрĕ» пуйăс Патăрьел тăрăхĕнче июлĕн 16-мĕшĕнче, «Кардиопоезд» паян, июнĕн 26-мĕшĕнче, ĕçлет.

Июнĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел округĕн администрацийĕн лапамĕ ирхи 9 сехет çурă валли чăн-чăн сиплев учрежденийĕ пулса тăчĕ. Ятарлă палаткăра медицина ĕçченĕсем çанă тавăрсах ĕçе пуçăнчĕç (сăн ÿкерчĕксенче унăн саманчĕсем). Ырă хыпара илтнĕ халăх та хаваспах сывлăхне тĕрĕслеттерме тăрăшрĕ. Пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсем, акушер-гинеколог, невролог тата ытти тухтăрсем консультацисем пачĕç, çавăн пекех юн пусăмне, куç давленине виçрĕç, юнри сахăр, холестерин шайне тĕрĕслерĕç.

Кăçал «Сывлăх пункчĕсем» муниципалитетри 16 направленипе вырăна çитсе çынсен сывлăхне пăхаççĕ. Сăмах май, пĕлтĕр 15 яла çитнĕ, 2785 çынна йышăннă, 128-шĕнне чир тупса палăртнă, çакă вăхăтра сипленме май панă.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти волонтерсем сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме килнисене документсене хатĕрлеме пулăшрĕç, хăш тухтăр ăçта ларнине кăтартса тăчĕç.

Пĕлме

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сывлăх хуралĕн отраслĕнче 500 яхăн çын вăй хурать.

Юлпашки пилĕк çулта коллектива 20 çамрăк тухтăр, 30 медсестра ĕçе кĕнĕ.

«Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе тата «Сывă малашлăх» парти проекчĕпе медицина учрежденийĕсем çĕнелсех пыраççĕ. Юлашки 5 çулта тĕп больницăн çурт фасачĕ тĕпрен çĕнелнĕ, 10 фельдшерпа акушер пункчĕ, 8 врач амбулаторийĕ хута кайнă, вертолет площадки, юн тымарĕсен чирĕн пуçламăш центрĕ ĕçлеме пикеннĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика