Аслă Чементи уй хапхи — ял аталанăвĕн палли

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 08:55 Просмотров: 66

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе вырăнсенче ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа Аслă Чемен территори пайĕнчи ялсенче халăх кĕтекен, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусем пурнăçа кĕрсе пыни савăнтарать. Юлашки çулсенче кунта çынсен пуçарăвне тĕпе хурса сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайрĕç

Кăçал та асăннă программăпа территори пайĕнче ырă та пархатарлă çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ. Нумай пулмасть çеç кунта пушар деповĕн çуртне хута ячĕç. Çывăх вăхăтра Аслă Чементе ял хапхи, ял вĕçĕнчи стела аякран та, çывăхран та килекен çынсемшĕн визит карточки пекех пулĕ. Халăх бюджечĕн программипе хута яма хатĕрленекен объект чăн-чăнах ял аталанăвне, кунти халăхăн туслăхне, унăн культурине уçса парать.

— Пархатарлă шухăш ăнсăртран çеç çуралмарĕ. 2027 çулта пирĕн тăван Аслă Чемен 420 çул тултарать. Ял историйĕшĕн, аталанăвĕшĕн пысăк паллă. Йăх-несĕл тымарне тăван ялта янă ентешĕмĕрсене пысăк парне тăвас шухăш маларахах çуралнăччĕ. Çак сĕнĕве Олег Дубинин хастарпа сÿтсе явнă хыççăн халăх патне шухăша çитертĕмĕр. Ăна пурте пĕр саслăн ырласа йышăнни вара малаллахи ĕçе кал-кал йĕркелесе пыма май пачĕ. Тавах пурне те пуçарăва пĕр çын пек пулса йышăннăшăн,— каласа парать территори пайĕн пуçлăхĕ Денис Никифоров.

Арт-объектăн дизайнĕ хăйне евĕр хитре, кăсăклă, пуян содержаниллĕ. Ăна та ял çыннисемпе шухăшласа шыраса тупнă, анчах юлашки вариантне ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, тăван ял малашлăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшакан хисеплĕ ентеш Эдуард Бахмисов сĕннĕ. Проект хакĕ 2 миллион тенкĕ ытла.

Аслă Чемен ял стеллине тирпейлесе пĕтернĕ. Территорие брусчастка сарса капăрлатнă, хÿтлĕх те тунă, çутă та илсе çитернĕ... Çывăх вăхăтра «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа пурнăçа кĕртнĕ савăнăçа ял çыннисемпе пĕрле пайламалли çеç юлать.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика