Сентябрьте Уфа хулинче федераци шайĕнчи «Воспитанин çĕнĕ философийĕ» форум иртет. Унта педагогсем пухăнаççĕ.
Форума хутшăнма округри шкул директорĕсем çумĕнче воспитани енĕпе ĕçлекен советниксем хăйсен професси ăсталăхне кăтартса тĕрлĕ конкурс витĕр тухнă, видеовизиткăсем хатĕрленĕ. Тĕрĕслевсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн инçе çула кайма Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Румия Зейнетдинова (сăн ÿкерчĕкре) тивĕçнĕ.
Форум программи пуян: пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, ĕçтешсемпе дискуссисем ирттереççĕ, воспитани программисене пăхса тухаççĕ. Ачасене Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентесси патне уйрăмах тимлĕх параççĕ.
Ольга ПЕТРОВА
Июль 2026 |
