Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 08:56 Просмотров: 58

«Çемье» наци проекчĕ çемьесен пурлăхне лайăхлатма, çынсене хăйсен ĕçне уçма, хушма хуçалăха аталантарма майсем туса парать. Сахал тупăшлисене вăй илсе кайма вара социаллă контракт пулăшать. Çакна та палăртса хăварас килет: çулталăк пуçланнăранпа округра 31 млн тенкĕлĕх 132 социаллă контракт çырнă.

Шăнкăртамра пурăнакан Динар Абдуллин ялта ылтăн алăллă пулнипе палăрса тăрать. Вăл тимĕре авса тĕрлĕ япала — саксем, ярăнмалли хатĕрсем, картасем... — ăсталама юратать. Килĕшекен ĕçре чун киленĕçне тупнă май хăйне, çывăх çыннисем валли вĕсене ытларах хатĕрленĕ. Пĕринче вара унран заказчик хитре карта туса пама ыйтнă. Динар хаваспах пуçăнма хатĕр пулнă, анчах пахалăхлă та чаплă карта валли уйрăм хатĕрсем кирли ăна шухăшлаттарнă. Патшалăх çынсене хăйсен ĕçне пуçарса яма пулăшу панине пĕлсен унпа усă курма шут тытнă.

Арçын ĕмĕтне пурнăçлама округри халăха социаллă хÿтлĕх паракан органпа социаллă контракт çырма заявлени панă. Унăн бизнес-планĕпе тĕплĕн паллашнă хыççăн хăйĕн ĕçне уçма контракт тунă.

Шăнкăртамри нумай ачаллă Вахитовсем те социаллă контрактăн усăлăхне лайăх пĕлеççĕ. Çемьере виçĕ ача çитĕнет, аслисем шкула, кĕçĕнни ача садне çÿреççĕ.

Ринас Вахитов патшалăх панă пулăшăва хушма хуçалăха аталантарма илнĕ. Вĕсем 200 пин тенкĕпе 200 пуç хур тата вĕсене тăрантарма апат илме палăртнă.

— Çĕнĕ çул умĕн хур туянас текенсем уйрăмах нумайăн, çакна шута илсе усрас тетпĕр, — тет Ринас. Çăвĕпе тăрăшса ĕçленине кура хĕлле тупăшĕ те пулать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика