Республикăра цифровизаци аталаннă май медицинăра телемедицина технологийĕвăй илсе пырать. Вăл пахалăхлă медицина пулăшăвне, уйрăмах аякри территорисенче пурăнакансене, илме май парать.
Патăрьелĕнчи тĕп больницăра та телемедицинăпа туллин усă кураççĕ. Иртнĕ çул «врач-врач» форматпа — 1376, «врач-пациент» форматпа 150 консультаци илнĕ. Сăмах май, пĕлтĕр çакăн пек майпа 4591 консультаци пулнă. Çĕнĕлĕх медицинăшăн та, пациентсемшĕн те питĕ усăллă.
«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ пулăшнипе телемедицинăпа сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенинче те усă кураççĕ. Нумай пулмасть юсанă фельдшерпа акушер пункчĕсенче медицинăн дистанциллĕ технологине пурнăçа кĕртме условисем çитеççĕ. Пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те округри тĕп тата республика больницисенчи профиллĕ специалистсенчен канаш илееççĕ. Çакна та палăртмалла: регионти пур ФАП та Республикăри медицина информаци системин (РМИС) пĕрлехи цифровизацин экосистемипе çыхăннă.
Июль 2026 |
