Квалификациллĕ специалистсем хуть хăш ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ, сывлăх системинче пушшех те. «Хастар та вăрăм ĕмĕр» наци проекчĕ шăпах кадр дефицитне татма, медицина ĕçченĕсен професси сумне ÿс-
терме май парать. Патăрьелĕнчи тĕп больницăра ку ыйтупа çине тăрсах вăй хуни палăрать: хальхи вăхăта медперсоналсем çителĕклĕ.
Пурнăç саккунĕ çапла: пĕрисем ĕçлеме пăрахаççĕ, теприсем вĕсене улăштараççĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă медицина ĕçченĕсем вырăнне çамрăксене явăçтарассипе сиплев учрежденинче сахал мар тăрăшаççĕ. 2025 çулта çĕнĕ 7 специалист килнĕ. Вĕсенчен 6 тухтăр федерацин « Земство тухтăрĕ», пĕр медсестра «Земство фельдшерĕ» программăсемпе ĕçлеме вырнаçнă.
Хальхи вăхăтра çĕршывăн тĕрлĕ хулинче ăс пухакан 32 студентпа виçĕ ординатор Патăрьелĕнчи тĕп больницăран направлени илсе вĕренме кайнă. Вĕсем тăван тăрăха таврăнса халăх сывлăхне сиплеме пуçăнасса шансах тăратпăр.
Кадрсем çителĕклĕ чухне округри кашни çын вăхăтра тата пахалăхлă медицина пулăшăвне илме пултарать, пĕрлех «Хастар та вăрăм ĕмĕр» наци проекчĕ лартнă тĕллевсене пурнăçлама май парать.
Фирия ХАФИЗОВА,
Патăрьелĕнчи поликлиника заведующийĕ
Июль 2026 |
