Харпăр хăйĕн хуçалăхне тытса пыракансене субсиди параççĕ. Халĕ шăпах хăй çине ĕçлекен çынсенчен заявкăсем йышăнаççĕ.
Субсидие мĕн валли уйăраççĕ-ха?
Ĕне е пушмак пăру тытмашкăн: пĕр пуçшăн — 7,3-10 пин тенкĕ. Анчах пĕр хуçалăх 200 пин тенкĕрен ытла илеймест. Качака е сурăх усрамашкăн: пĕр пуçшăн — 500 тенкĕ. Пĕр хуçалăха — 12 пин тенкĕрен ытла мар.
Выльăх-чĕрлĕх туянма: 4 çултан ватă мар ĕне илме — пĕр пуç валли 70 пин тенкĕ, çакă тăкакăн 90:. Çулталăкран иртнĕ 3-10 качака е сурăх туянма — пĕр пуç валли 5 пин тенкĕ, тăкакăн 90: таран.
Ĕнесене пĕтĕлентерме тăкакăн 90: саплаштараççĕ. Çавăн пекех минерал им-çамĕ туянма, тăпрана, вăрлăха тĕрĕслеме, пыл хурчĕсем тытмашкăн материал туянма субсиди параççĕ.
Заявкăсене электрон мелпе утă уйăхĕн 7-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче пĕлме пулать.
Июль 2026 |
