Çуллахи каникулта сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 09:07 Просмотров: 59

Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Чăваш Енри çутă çу кунĕсем» тата федерацин «Картишĕнчи тренер» проектсемпе килĕшÿллĕн шкулта вĕренекенсемпе, пулас спортсменсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ

Ачасем кăна мар, çитĕннисем те шывра ишме пĕлмеççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе «Шывра ишесси пурин валли те» программа ĕçлет. Спорт комплексĕнчи опытлă тренер-преподавательсем çамрăксене шывра хăйсене тытма, ишме хăнăхтараççĕ. Сăмах май, шкул çумĕнчи лагере çÿрекенсем час-часах бассейнра пулаççĕ.

Лев Никитин тренер «Картишĕнчи стартсем» ятпа ачасемпе çăмăл атлетикăпа урок ирттернĕ, пулас спортсменсене заняти вăхăтĕнче тĕп технологипе паллаштарнă. Унтан çамрăксем хаваслă эстафетăсене, вăйăсене хутшăннă, кашнийĕ хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартнă.

Арçын ачасем футболла выляма юратнине пурте пĕлетпĕр. Мечĕк тапса хапхана кĕртесси пĕрре те çăмăл мар иккен. Çакна Константин Хлебников тренер-преподаватель йĕркеленĕ «Футбол урокĕсем» мастер-класа хутшăннисем питĕ лайăх ăнланнă. Ачасем малтан тренировка ирттернĕ, унтан икĕ командăна пайланса мĕн вĕреннине çирĕплетнĕ.

Скандинави утăмĕпе утасси — спортăн çĕнĕ тĕсĕсенчен пĕри, унпа çамрăк ăру та кăсăкланать. Александр Кузьмин тренер-преподаватель арçын ачасемпе тата хĕр ачасемпе нумай пулмасть мастер-класс ирттернĕ. Вăл вĕсене ятарлă патаксемпе тĕрĕс утма хăнăхтарнă. Скандинави утăмĕ çан-çурăма тÿрĕ тытма, мышцăсене çирĕплетме, чĕрене вăйлатма пулăшнине каласа панă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика