ТŸРĔ те тикĕс çулпа автобуссене кăна мар, çынсене те çÿреме кăмăллă. Паянхи саманара пылчăк та çăрас килмест. Козловка ялĕнчи Мир урамри çула малтан та вак чул сарса тикĕсленĕ пулнă, анчах вăхăт иртнĕçем вăл шăтăк-путăкланса пĕтнĕ. Çакна шута илсе асăннă касра пурăнакансем хăйсен вăйĕпе ăна тикĕслеме шухăш тытнă. Каланă — тунă. Малтан кашни килĕрен укçа пухнă. Пуçтарăннă нухратпа 90 тонна вак чул туянса сарнă. Çывăх вăхăтра катокпа тикĕслеме палăртнă.Халăх вĕрсен хапха та уçăлать, теççĕ. Çынсем пĕр шухăшлă пулсан çул та сарăлать, ял та илемленет.
Июль 2026 |
