НУМАЙ пулмасть Пĕтĕм Раççейри çарпа патриотла «Зарница 2.0» вăййăн регион шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Округ чысне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕренекенсен «Батыр» команди хÿтĕленĕ. Ачасене ăмăртăва кайма пĕлÿ çуртĕнчи физкультура, хăрушсăрлăх тата çĕршыв хÿтĕлевçин никĕсĕсем предметсене вĕрентекен Юрий Васюткин хатĕрленĕ. Ушкăн командирĕпулма Зухра Зергировăна шаннă.
Ăмăрту питĕ хĕрÿ иртнĕ. Вăййа хутшăнакансем пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама, хăвăрт чупма, тĕл пеме, стройпа утма, информаци тĕрĕс çырса пама пĕлнине кăтартнă тата ытти йывăрлăхсем витĕр те тухнă. Пурте пĕр шухăшлăн пулса çĕнтерÿ патне ăнтăлнă. Тăрăшуллă та маттур ачасем тăван тăрăха çитĕнÿпе таврăннă: регион шайĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, пĕлтĕр пĕрремĕш пулнăччĕ, маларахри çулсенче те малтисен ретĕнче тăнă.
Июль 2026 |
