«Кардиопоезда» Патăрьелсем хапăл турĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 09:58 Просмотров: 60

Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан «Сывлăх патне утам» проекчĕпе, «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ эрнере Патăрьел муниципалитет округĕнчи, республикăри сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем умлă-хыçлă икĕ кун — июнĕн 25-26-мĕшĕсенче — куçса çÿрекен «Сывлăх пункчĕсенче» халăха хапăл туса йышăнчĕç, сывлăхĕсене тĕрĕслерĕç, сĕнÿсем пачĕç.

Малтанхи кунхине «Единая Россия» партин пуçару ушкăнĕн тата «Сывлăхлă малашлăх» парти проекчĕн сĕнĕвĕпе Патăрьелĕнчи тухтăрсем округ центрĕнче вырнаçтарнă ятарлă пысăк палаткăра çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç, тĕрлĕрен анализ турĕç, сипленмелли сĕнÿсем, кирлисене специалистсем патне кайма направленисем пачĕç.

Июнĕн 26-мĕшĕнче вара Патăрьелне куçса çÿрекен «Кардиопоезд» çитрĕ. Çакă ял çыннисемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ . «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн кăçал пурнăçа кĕртнĕ «пуйăс» хуçисем — республикăри сывлăх хуралĕн тĕрлĕ специалисчĕсем. Пирĕн пата çынсен сывлăхне тĕрĕслеме çитнĕ кардиологсемпе неврологсем кунĕпе 141 çынна йышăнса консультацисем панă, кашни пациент вĕсенчен кирлĕ сĕнÿ илнĕ.

х х х

Кардиологсен тĕрĕслевĕ çакна çирĕплетсе панă. Эксперсс-тестпа 20 çыннăн холестерин пысăк пулни палăрнă, вĕсене тăтăшах тухтăр патĕнче пулма, кун йĕркине, апатланăва тÿрлетÿсем кĕртме сĕннĕ.

Глюкоза тытăмĕ валли тест илнисенчен 25-шĕн кăтартăвĕ нормăран ытлашши пулнă. Çакă сахăр диабечĕпе çыхăннине тупса палăртнă.

Кардиологсем тĕрĕсленĕ хыççăн 25 çыннăн юн пусăмĕ пысăк, çакă гипертони палли пулнине пĕлтернĕ.

Электрокардиографи тухнисенчен 6-шĕнче чĕре чирĕпе улшăну пурри паллă пулнă. Вĕсенчен иккĕшне чĕрен ишеми чирĕ пулнине диагноз лартнă.

Уйрăммăн илсен кардиологсем 73 пациента йышăнса кирлĕ сĕнÿсем панă, неврологсем 68 çынна йышăннă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика