Шупашкарта — Пĕтĕм Раççейри форум

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 09:58 Просмотров: 91

Чăваш Республикин тĕп хулинче июнĕн 30, июлĕн 1-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Юханшыв» форум иртнĕ. Вăл Раççейри юханшыв транспорчĕн пуласлăхĕ çинчен калакан стратегилле диалогăн çĕнĕ площадки

«Юханшыв» форум федераци тата регион влаçĕн органĕсен представителĕсене, караппа çÿрекен чи пысăк компанисен ертÿçисене, инвестрсене, отрасль эксперчĕсене тата туса хатĕрлекенсене пĕрлештернĕ масштаблă пĕрремĕш ĕç. Форумăн тĕп тĕллевĕ — пĕтĕм отраслĕн ритмне палăртса юханшыв транспортне пахалăхлă аталантарассишĕн пĕр-пĕринпе хутшăнмалли институт туса хурасси.

— Хапăл тăватпăр пурне те тарават Чăваш Ене! Шупашкар чăнах та Атăл юханшывĕнчи чи пысăк портсенчен пĕри. «Юханшыв» форум пĕр-пĕрин опытне паллаштармалли тата ĕçтешсен чи лайăх практикисене хăнăхтармалли лайăх май. Атăл юханшыв хĕррисенче пĕрле ĕçлени çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме, пĕтĕм çĕршывăн юханшыв логистикине çирĕплетме пултарнине шанатăп, — çапла палăртнă хăйĕн шухăшне Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Форумра отраслĕн пуласлăхне палăртакан тĕп ыйтусене сÿтсе явнă: флота çĕнетесси, пĕр вĕçĕмсĕр логистика, кадрсен пуласлăхĕ тата ытти те.

Форума Раççей министрĕ Андрей Никитин хутшăннă, пленарлă дискуссинче спикер «Фарватор 2050: экономика речных перевозок» темăпа тухса калаçнă, транспорт инфратытăмне аталантармалли ыйтусене çивĕчлетнĕ.

Раççей министрĕ Республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Шупашкарти юханшыв портĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарти груз причалĕнче пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Анатолий Богоявленский ячĕпе стела уçнă çĕре хутшăннă.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика