Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче волонтерсем, уйрăм хастарсем тăрăшнипе тăтăшах ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне гуманитари пулăшăвне çитерсех тăраççĕ. Çак кунсенче çеç «СВОи Батыревский район» волонтерсен ушкăнĕ урлă Алманчă, Сител, Тăрăн ялĕн хастарĕсем пĕрлехи вăйпа Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе черетлĕ гуманитари тиевне ăсатнă.
Çар операцийĕнче неонацистсене тĕп тăвассишĕн кĕрешекен Дмитрий Пахомовпа Александр Козлов службăра тăракан çар чаçне квадрациклпа прицеп, хÿтĕлев сеткисем, çар пурнăçĕнче кирлĕ ытти япаласем, медикаментсем парса янă. Сăмах май каласан, квадрациклпа прицепне Дмитрийăн ашшĕпе Алманчă ялĕн хастарĕсем хăйсен вăйĕпе ăсталаса хатĕрленĕ.
— Хальхи вăхăтра пирĕн салтаксене тыл пулăшăвĕ кирлех. Пĕрлехи вăй яланах ăнăçу, çĕнтерÿ тума пулăшать. Эпир те çывăх вăхăтра пирĕн салтаксем çĕнтерÿпе таврăнасса шансах тăратпăр, — тет территори пайĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов (сăн ÿкерчĕкре унăн саманчĕ) ял-йыша ыр кăмăллăхшăн, пулăшушăн тав туса.
Альбина НИКОЛАЕВА
Июль 2026 |
