Тин кăна юлашки шăнкăрав янăранăччĕ, унтанпа пĕр уйăх ытла та иртсе кайрĕ. Çак тапхăрта 9 тата 11 класра вĕренекенсем патшалăхăн тĕп тата пĕрлехи экзаменĕсене тытрĕç. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем савăнăçлă хыпарсем те илсе килчĕç: Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Анна Антонова истори тата обществознани предмечĕсемпе 100-шер балл — пурĕ пĕрле
200 балл — пухрĕ!
Роман Орлов географипе
100 балл илнĕ.
Çак кунсенче муниципалитетри шкулсенче ăсату каçĕсем иртрĕç. Кăçал вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестата округри 164 яшпа хĕр илчĕ. Вĕсенчен 46-шĕ — ылтăн, 15-шĕ кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухрĕ. Педагогсемпе ашшĕ-амăшĕ çамрăксене палăртнă тĕле ăс пухма кĕме, ĕмĕчĕсене пурнăçлама, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме сунчĕç.
Патшалăхăн Пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсене улăштарас текенсем июлĕн 8 тата 9-мĕшĕсенче çĕнĕрен тĕрĕслев витĕр тухма пултараççĕ. Çакна валли Чăваш Республикинчи Патшалăх экзамен комиссине заявлени памалла. Вăл Шупашкар хулинчи Шкул проездĕнчи 10 А çуртра вырнаçнă. Тĕплĕнрех Чăваш Енри вĕрентÿ министерстви сайтĕнче паллашма май пур.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Июль 2026 |
