Спорт

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 10:02 Просмотров: 62

Çамрăксем палăрнă

«Паттăр» физкультурăпа спорт шкулĕнчи Валерий Платоновпа Светлана Рубцова тренер-преподавательсен воспитанникĕсем триатлонăн «спринт» дисциплинипе çамрăк спортсменсем хушшинче Тольяттинче йĕркеленĕ Самар облаçĕн чемпионатне хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн яш-кĕрĕмĕ хăйсен пултарулăхне, çĕнтерÿ патне ăнтăлнине туллин кăтартса панă. 15-17 çулти хĕрсемпе каччăсем хушшинче Азалия Салихова 1-мĕш, Даниил Иванов 2-мĕш вырăнсене йышăннă. 13-14 çулти ачасен йышĕнче Василиса Иванова финиша 2-мĕш, Алиса Кучатова виççĕмĕш кĕнĕ. 11-12 çултисенчен пьедесталăн чи çÿллĕ картлаçĕ çине Милана Алексеева, Елизавета Матвеева иккĕмĕшĕ çине тăма тивĕçнĕ.

Призерсемпе çĕнтерÿçĕсем Самар облаçĕн Триатлон федерацийĕн медалĕсене, кубокĕсене тата хаклă парнисене илнĕ.

Турнир пуçланнă

Округра организацисемпе предприятисем хушшинче йăлана кĕнĕ «Патăрьел кубокĕ пляж волейболĕпе» турнир старт илнĕ. Вăл тăватă тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ «Патăрьелĕнчи тĕп больницăн Сывлăх кубокĕ» ятпа пулнă. Унта хутăш 6 команда (пĕр арçынпа пĕр хĕрарăм) хутшăннă. Спортсменсем кашни мечĕкшĕн тупăшнă, апла пулсан та туслă, пĕр-пĕрне ăнланса вылянă.

Пĕрремĕш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕпе «Батыревская ЦРБ» (Сергей Викторов тата Юлия Суркова) — пĕрремĕш, «ИП Филипов» (Александр Филиповпа Анна Суркова) — иккĕмĕш, «Образование МО» (Николай Пласкинпа Диана Выросова) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ăмăрту малалла тăсăлать.

Вăйлисенчен вăйлисем çĕнтернĕ

Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта пляж волейболĕпе хĕрарăмсем хушшинче Патăрьел округĕн чемпионачĕ пулнă. Турнира 8 команда хутшăннă. Малти вырăна тухассишĕн кашнийĕ тăрăшнă, анчах вăйлисенчен вăйлисем çеç пьедестал çине тăраççĕ. Хальхи вăйăра Анастасия Юмановăпа Виктория Иванова — пĕрремĕш, Татьяна Солдатовăпа Анна Рубцова — иккĕмĕш, Ульяна Селивановăпа Яна Ярушкина виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Патăрьелсем выляса илнĕ

Çĕрпÿ муниципалитетĕнчи «Урожай» стадионта футболла выляса Чăваш Енре мала тухассишĕн «Чурачики» тата «БТВ» (Патăрьел) командăсем хушшинче матч иртнĕ. Патăрьелсем хальхинче те çĕнтерÿпе таврăннă. Вĕсем хуçасене 3:0 шутпа выляса илнĕ. Антон Антонов, Николай Романов, Евгений Карзаков хапхана пĕрер мечĕк кĕртнĕ.

Маçтăрлăхне туллин кăтартнă

Хусанта «Сабантуй 2026» уяв шавлăн кĕрлесе иртсе кайнă. Культурăллă программăсемпе пĕрлех спорт вăййисем те пулнă. Уйрăмах кĕрешекенсем патĕнче халăх йышлăн пухăннă. Кавир çине Шăнкăртам каччи Ильшат Купкенов та тухнă. Вăл 60 килограма çитичченхисемпе вăй виçнĕ. Хусантан Патăрьел округĕн спортсменĕ çĕнтерÿпе таврăннă.

Велочупу иртнĕ

Июнĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри профсоюзсен «100 çухрăм — Мĕншĕн тесен эпир пĕрле» велочупăвĕ Комсомольски — Патăрьел — Елчĕк — Комсомольски» маршрутпа иртнĕ. Кăçалхипе вăл 7-мĕш хут пулнă. Ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Велочупăва аслисем те, çамрăксем те, ăна пĕрре те сиктерменнисем те, пуçласа старта тăракансем те хаваспах хутшăннă. 200 ытла спортсмен 120 çухрăма парăнтарнă. Кашни тăрăхрах вĕсене ăшшăн, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика