Тусăмăн утарĕ — çемье пархатарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 10:03 Просмотров: 64

(Хурт-хăмăр ăстине, шкулта пĕрле вĕреннĕ тусăма — Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Николай Иванович Терентьева халалласа)

1 пайĕ

Кĕр! кĕрлесе тăрать вăрман

Кайăк-кĕшĕк юррисемпе,

Йĕс шăнкăравлă сассемпе

Шавлать тавралăх ян та ян!

Утар патне те час çитетĕп,

Унта ман пĕлĕш-тус ĕçлет.

Ăна çур ĕмĕр эп пĕлетĕп,

Паян вара курасчĕ, теп.

Эпир унпа вĕреннĕ

Кÿршĕ ялти вăтам шкулта.

Вăл Вăрманхĕрринчен çÿренĕ

Хăй тантăшĕсемпе унта.

Ун мăшăрне те эп пĕлетĕп,

Вăл та вĕреннĕ пирĕнпе.

Пит лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕ,

Малтиччĕ шав вĕренÿре.

Пит туслăччĕ спортпа ман тусăм:

Чупатчĕ хăвăрт йĕлтĕрпе,

Ăна никам та çитейместчĕ,

Вăл ыткăнатчĕ шăп çил пек.

Пĕрне-пĕри вĕсем куç хывнă

Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах.

Каччăпа хĕр, паллах, суйланă

Кăмăлсемпе пĕр пек çынна.

2 пайĕ

Хурт утарне кĕрсессĕнех

Сисен тÿрех пыл шăршине.

Çил кăшт питрен сĕртĕнсенех

Лекнĕн туян çăтмах ăшне.

Уçланкăри хуртсен пахчи

Тăрать пĕр вĕçĕм сĕрлесе,

Ĕçчен хуртсем пĕр чарăнми

Сĕткен пухаççĕ пикенсе.

Пăрчăкан пек правур çак мăшăр,

Ирех васкать, ав, утара.

Хуртсем те, хуçине кура-тăр,

Сĕрлеç вĕçрен уçланкăра.

Тÿпе тăп-тăрă та пит янкăр,

Хĕвел çан-çурăма хĕртет.

Юлташăмсем, сире калатăп:

Çак илемпе чун киленет.

3 пайĕ

Хăйсен вăйĕпеле çĕкленĕ

Ман тусăмсем çак утарне.

Тертленнĕ мăй таран, ĕçленĕ

Манса кайса çĕрне-кунне.

Пурте пур халĕ мĕн кирлийĕ —

Пÿрчĕпеле сарай, кÿлли.

Сире калатăп чун уçса —

Кун пеккине курман ниçта!

Паян ман тусăмсен утарĕн

Йышĕ ÿсет кăмпа пекех...

Тур пулăшсан татах пултарĕ

Пысăклатма вĕлле шутне.

Мĕн ачаран вăл кăсăкланнă

Пыл хурчĕсен пурнăçĕпе.

Иван куккăшĕпе туслашнă,

Унран вĕреннĕ ĕçлеме.

Этем умне тĕллев лартсассăн,

Кайран йăлтах пурнăçласан,

Çитет ĕмĕтленни çав çыннăн,

Ăнать ун пурнăçĕ ялан.

Утар тавра вĕсем ларттарнă

Канмасăр «сăнакан» куçсем»,

Мĕнех тăвайăн? Пур-ха, юлнă

Ют пурлăха «савакансем».

4 пайĕ

Чылай эп пултăм утарта

Хĕвел те урине антарчĕ.

Çакна курсан тусăм çуртра

Çăкăр-тăвар тутанма сĕнчĕ.

Сĕтелĕн виттине те сарнă

Кĕртсе утар пÿртне.

Вера хатĕрлесе тултарнă

Яшкипеле салатсене...

Шерпет ĕçсе, апат çисе

Эп хăна пултăм кăмăлтан.

Ялăмалла выртан çулсем

Тĕрлĕ енчен, унтан-кунтан.

Киле кясшăнччĕ малтан

Эп çуранах аслă çулпа.

Тискер кайăк тĕл пуласран

Тусăм леçрĕ машинăпа.

Юлташсемпе курнăçнăран

Чĕрем тапать хĕпĕртесе.

Чуна уçса калаçнăран

Çырас килет туссем çинчен.

Халал Толи (А. Дмитриев)

Çĕньял ялĕ.

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика