Хисеплĕ çемье пысăк пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.07.2026, 10:25 Просмотров: 126

Пурнăç çулĕпе иккĕн утма, ачасене пĕрлехи вăйпа ура çине тăратма çăмăлраххипе Çÿлти хуçа çынсене мăшăрланса пурăнмалла тунă. Пĕр сукмакпа 50, 55, 60 тата ытларах çул утакан мăшăрсене телейлĕ тесех калас килет.

Июлĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ишекри Николай Васильевичпа Людмила Аркадьевна Шихрановсем çемье çавăрни 50 çул çитет. Ялти хисеплĕ мăшăр 3 ача çуратса ÿстернĕ. Людмила Аркадьевна чылай çул Ыхра Çырминчи почта çыхăну уйрăмĕнче ĕçленĕ. Николай Васильевич Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче ял хуçалăх пайĕнче тĕп специалистра тăрăшнă.

Хирти Пикшикри Хасиятулла Зиннетулловичпа Равия Миннятулловна Чебеновсем, Ильдар Хабибулловичпа Фейрузя Шейхулловна Еремеевсем, Еншикри Петр Васильевичпа Ольга Александровна Пыркинсем çак уйăхра ылтăн туйне кĕтсе илеççĕ.

Тăрăнти Анатолий Дмитриевичпа Галина Васильевна Самакинсем, Ыхра Çырминчи Миннеравиль Минехалимовичпа Рузалия Зинетзяновна Салеевсем 55 çул пĕрле пурăнаççĕ.

Хисеплĕ юбилярсем çамрăк мăшăрсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсен те çемьере чашăк-кашăкĕ те шăкăртатнă, паллах, анчах пĕр-пĕрне каçарса, хисеплесе пурăннăран ачисемпе, тăванĕсемпе кĕрекене лараççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика