Вăйлисенчен вăйлисем — Акатуй паттăрĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 13.07.2026, 10:48 Просмотров: 125

Мĕн ĕлĕкренех Акатуйра спорт ăмăртăвĕсене йĕркеленĕ, çакă чи маттурисемпе вăйлисене палăртма май панă. Кăçал та хамăр муниципалитетри спортсменсемсĕр пуçне республикăн тĕрлĕ округĕнчен, регион тулашĕнчен килнĕ çамрăксем те, аслисем те вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Спортăн кашни тĕсĕ хăй патне халăха пуçтарчĕ.

Округра чăвашла тата тутарла кĕрешессипе кăсăкланакансем, пĕрлех «чирлекенсем» те питĕ нумайăн, çавăнпах спортсменсене хавхалантарма çын та нумай пухăнать. Кăçал корэш мелĕпе çамрăксем хушшинче виçе категорине пăхса 1-мĕш вырăн Шăнкăртамри Фаяз Абитов, Тутар Сăкăтĕнчи Альберт Айзатуллов, Марсель Куликов, Феркать Куликов йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Ыхра Çырминчи Айнур Сафиуллин, Тутар Сăкăтĕнчи Рифат Куликов, Шăнкăртамри Абдулкарим Пугачев, Тутар Сăкăтĕнчи Ильсаф Абянов, виççĕмĕшĕнче Тутар Сăкăтĕнчи Незметдинов Разиль, Шăнкăртамри Исмагил Шрша, Ыхра Çырминчи Марс Яббаров, Тутар Сăкăтĕнчи Данир Гайнуллин пулчĕç. Аслисенчен Ринас Садаров пурне те çĕнтерсе така илме тивĕçрĕ.

Акатуйра масс-рестлинг ăмăртăвĕ те иртрĕ. Иккĕн хире-хирĕç ларса ятарлă патакка кашнийĕ хăй еннелле туртса илессишĕн тăрăшрĕ. Мас-рестлингпа хĕрсем хушшинче Эльвина Земдиханова, Эльвина Сафина, каччăсенчен Гадель Вахитов, Айнур Хамбиков, Нияз Шакуров палăрчĕç.

Алă вăйне виçессипе кăсăкланакансем те округра чылайăн. Акă, Эльвина Сафина армспортпа республика шайĕнчи ăмăртусенчен те çĕнтерÿпе таврăнать. Акатуйра та ăна çитекен пулмарĕ. Анжела Яковлева 80 килограмм ытларах таяканнисем хушшинче мала тухрĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене курма яланах интереслĕ. Кам çĕнтерет? Çак ыйту ăмăрту вĕçлениччен те канăç памасть. Кăçал яшсенчен Ильяс Мифтахутдинов (70 кг ытла), Р.Тазетдинов (70 кг), Кирилл Степанов (60 кг), Адель Зейнетдинов (30 кг), арçынсенчен Марат Шакуров (80 кг), Андрей Козлов (70 кг), В. Журавлев (60 кг), хĕрсенчен Эльвина Земдиханова (55 кг ытларах) пьедесталăн çÿллĕ картлаçĕ çине тăма тивĕçрĕç.

Чăвашла кĕрешессипе Ильяс Мифтахутдинов, Амир Абитов, Альберт Айзатуллов, Исмагил Шрша хăйсен виçе категорийĕсенче пĕрремĕш вырăна йышăнчĕç. Паттăр çынсемех пурăнаççĕ çав Патăрьелĕнче. Кире пуканне Туçари Карина Плечова 124 хут çĕклерĕ! Çак ялти Алина Рубцова иккĕмĕш вырăнлă пулчĕ. Хĕрсенчен татах Туçасене — Екатерина Измайловăна — çитекен пулман. Ветерансем те çамрăксенчен юлмаççĕ. Ильгиз Махмутов аслă çултисем хушшинче 134 очко пухнă. Çăмăл атлетикăпа та муниципалитетра кăсăкланакансем нумайăн. Спортсменсем старта тăрсан вĕсен хăвăртлăхĕ нчен тĕлĕнсе çеç тăратăн. 100 метрлă дистанцие арçынсенчен Максим Чемеров пĕрремĕш парăнтарчĕ. Хĕрсенчен Кристина Филиппова маттуртарах пулчĕ. 800 метра чупса финиша Илья Макаров, Арина Григорьева пĕрремĕш кĕчĕç.

Ветерансем те çулĕсене пăхмасăр спортпа туслă. Старта тăваттăн тăчĕç. Пуринчен малтан Александр Кузьмин чупса тухрĕ. Ун хыççăнах Терентий Давыдов, Александр Селиванов, Николай Григорьев çитрĕç.

Велоспорт муниципалитетра лайăх аталанса пырать. Спортăн çак тĕсне кăмăллакансем нумайăн. 2012-1013 çулта çуралнă хĕрсенчен С. Салихова Вăрмар хĕрĕнчен кăшт çеç каярах çитнĕрен иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Турханти Н. Белкова виççĕмĕш йышăнчĕ. 2010-2011 çулти каччăсенчен Нăрваш Шăхалĕнчи С. Едифанов иккĕмĕш пулчĕ, пикесенчен Нăрваш Шăхалĕнчи Е. Ивановăпа С. Антонова пьедесталăн 1-мĕш тата 2-мĕш картлаçĕ çине тăчĕç. 2014-2015 çултисем хушшинче финиша Шăнкăртамри Р. Азмуков — 2, Нăрваш Шăхалĕнчи Г. Софронов 3-мĕш, хĕрсенчен Шăнкăртамри Р. Салихова 2-мĕш тата Нăрваш Шăхалĕнчи Д. Иванова 3-мĕш çитрĕç. 2019 çулта çуралнă хĕр ачасем 400 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Патăрьелĕнчи А. Шакуровăпа Шăнкăртамри Я. Азмукова 2 тата 3-мĕш вырăнсемпе савăнтарчĕç.

Шкул çулне çитменнисем те велосипедпа çÿреме юратаççĕ. Пĕчĕкскерсем çĕнтерÿ патне чун-чĕререн ăнтăлчĕç. Патăрьелĕнчи Артем Тихонов 400 метрлă дистанцие çăмăллăнах ярăнса тухрĕ. Ун хыççăн Шăнкăртамри С. Басыров, М.Шамбазов çитрĕç.

Кăçал уявра пĕрремĕш хут бокса юратакансен турнирне йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни 6 çулта пулчĕ. Вăййа хутшăнакансене курма пынисенчен кашнийĕ помост çине тухакансене хавхалантарма тăрăшрĕ. Ăмăрту питĕ хĕрÿ иртрĕ.

Спортăн триатлон енĕпе çамрăксем (2017-2018, 2015-2016, 2011-2012, 2013- 2014 çулсенче çуралнисем хушшинче) те хăйсен вăйне, пултарулăхне туллин кăтартрĕç. Пĕрремĕш вырăна Василиса Лепешкина, Рияз Азмуков, Елизавета Матвеева, Ислам Гайнутдинов, Санира Салихова, Даниил Иванов, Милана Алексеева, Данир Рафиков тухрĕç.

Акатуй-Сабантуя нумайăшĕ ятарласа лашасем чупнине курма килет. Унпа ватти-вĕттине интересленет. Урхамахĕ сем вара чăннипех те пĕринчен тепри маттур, пăхса ытармалла мар, анчах Шăнкăртамри Альберт Хамбиков тытса пыракан ут чи лайăх результат кăтартса çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

«Хĕвеллĕ» уçланкăра иртнĕ уявра пляж волейболне, волейбол, шашка-шахмат вăййисене тата ыттисене те курса савăнчĕç.

Ольга Павлова

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика