«Кашкăра ури тăрантарать» текен ваттисен каларăшне пурте илтнĕ-тĕр. Вăрманти тискер чĕр-чун хăйшĕн кун каçа мĕн чухлĕ утнине калама хĕн... Ялти почтальон вулакана вăхăтра хаçат-журнал çитерес, пенси укçине кая юлмасăр валеçес, çынсене ытти çăмăллăхпа тивĕçтерес тесе çанталăкне пăхмасăр куллен темиçешер çухрăм утнине шутласа кăларма пулать. Хăйсен профессине чун-чĕререн парăннă çынсен умĕнче паян, Раççей почтин уявĕ умĕн, пуçăмăра таятпăр.
Хальхи вăхăтра, Интернет тетелĕ анлă сарăлнă тапхăрта, Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене ĕçлеме пĕрре те çăмăл мар. Хаçат-журнал çырăнакансен, вулакансен йышĕ чакнине йышăнмалла. Почтальонсен шалăвĕ те пĕчĕк. Ытти проблемăсем те çук мар. Çапах та почта çыхăнăвĕсен, почтальонсен тăрăшулăхне пула ытти хаçатсемпе пĕрлех «Авангард» та пурăнать-ха. Сăмах май, 2026 çулхи иккĕмĕш çур çулта та пирĕн хаçатăмăра çырăннă тусăмăрсене чун-чĕререн тав тăватпăр, почтальонсене те çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ, тăнăç пурнăç сунатпăр.
Хальхи вăхăтра Ишлĕри çыхăну уйрăмĕнче икĕ почтальон тăрăшать: Ольга Никифорова тата Мария Григорьева. Вĕсем Ульяновка тата Ишлĕ ялĕсенче пурăнакансемшĕн чи кĕтнĕ те хисеплĕ çынсем. Çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Людмила Юркина (сăн ÿкерчĕкре варринче) вара çыхăну сферинче ĕç стажне пикенни 20 çул çитет.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
