Тав çырăвĕ салтакшăн та, ăна воспитани паракансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.07.2026, 11:13 Просмотров: 133

Çĕршывшăн юрăхлă çын пуласси ачаранах паллă. Александр Герасимов Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех юлташĕсем хушшинче ырă тĕслĕхлĕ пулнипе палăрса тăнă. Ăслă-тăнлă, ылтăн алăллă каччă компьютер та тÿрлетнĕ, унăн пайĕсене çырăнса илсе хăйех çĕнĕ компьютер пуçтарнă, шыв моторне те, машинăна та, кĕсье телефонне те «чун» кĕртме пултарнă тата ытти те.

Сашăна мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çулпа утма вĕрентнĕ учительсене, тивĕçлĕ воспитани панă Индира Владимировна Тихонова амăшне чăнласах та хăйсен хÿтлĕхне илсе маттур каччă çитĕнтернĕшĕн тав тумалăх пур.

Каччă тăхăр класс вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн пĕлĕвне Шупашкарти электромеханика колледжĕнче малалла тăсрĕ. Ят тухсан Тăван çĕршыва сыхлама кайрĕ. Нумай пулмасть Ленинградри çар округĕнчи чаçрен Индира Владимировна ячĕпе килнĕ Тав çырăвĕнче те Александр Владимирович Герасимов служба тивĕçне кăтартуллă пурнăçланине, тавра курăмлă, дисциплинăллă, тÿрĕ чунлă пулнине, çар ĕçне лайăх пĕлнине çырнă. Çĕршыва юрăхлă ывăл çитĕнтернĕшĕн чун-чĕререн тав тунă. Çакă Сашăна аслă çул çине кăларнă учительсемшĕн те питĕкăмăллă хыпар.

Ружена Родионова .

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика